28 марта 2017 г.
Тỹлевсĕр юридици пулăшăвне кăçалтан социаллă хỹтлĕх службисем те кỹме пуçларĕç. Юристпа канашлас текенсене унсăр пуçне патшалăхăн ытти органĕнче малтанхиллех йышăнаççĕ. Ăçта тата кама пулăшассине мартăн 29-мĕшĕнче "тỹрĕ лини" вăхăтĕнче уçăмлатма май килĕ.
"Тỹрĕ лини" номерĕсем - 8(8352) 64-20-70 (оператор тытнă хыççăн 1921 е 1948 цифрăсене пусмалла), 62-33-53. ЧР Юстици министерствипе прокуратура йĕркеленĕ "тỹрĕ лини" ирхи 10 сехетрен 12 сехетчен ĕçлĕ.
Çынсен ыйтăвĕсене республикăн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пай пуçлăхĕ Валентина Николаевна Горелова тата республика прокурорĕн аслă пулăшуçи Альберт Иванович Петров хуравлĕç.
Источник: "Каçал Ен"