24 марта 2017 г.
"Сывлăха сутăн илеймĕн, ăна ăс парать", - теççĕ вырăссем. Чăн та, этем хăй сывлăхĕшĕн хăех яваплă. Пирĕн ачасене те хамăрсăр пуçне сывлăха упрама кирли пирки кам тĕплĕн каласа ăнлантарĕ-ха? Çак тĕллевпе районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсемпе "Сывлăх маршĕ" акци ирттерчĕç.
Вулавăшра тăрăшакансем ачасене пĕчĕкренех физкультурăпа туслă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç, сывлăха тĕреклетнин тата харпăр хăй гигиенине пăхăннин усси пирки каласа пачĕç. Каярах вĕренекенсемпе хусканупа сăмах вăййисем йĕркелерĕç, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем шырарĕç. Тĕп больницăн нарколог врачĕ Л.И.Ярышева ачасем умĕнче наркомани, табак туртнин тата алкоголизм проблемисене хускатрĕ.
- Пирус туртни, эрех ĕçни тата наркомани - хăрушă чирсем. Вĕсем этем сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ, аталанса çитмен организмшăн пушшех те. Çавăнпа та ирсĕр йăлана хирĕç тăма, "çук" теме вĕренĕр, - терĕ вăл.
Диагностикăпа консультаци центрĕн педагог-психологĕ И.В.Николаева кăсăк çулçỹреве - "Сывлăх тĕнчине шыраса" психологи тренингне - чĕнчĕ. Мероприятие хутшăннисем педагог-психологпа пĕрле сывлăха сыхлама пулăшакан тата ăна çапса хуçакан хăнăхусене асăнчĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ачасем ỹкерчĕксемпе пĕрле сывă пурнăç йĕркин сĕнĕвĕсен чĕнĕвĕ çинче хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсене палăртрĕç. Пухăннисем уçă сывлăшра спорт тупăшăвĕ те ирттерчĕç.
В.БОРОВКОВА.
Источник: "Каçал Ен"