24 марта 2017 г.
Чăваш Енре туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăха 2001 çултанпа ирттереççĕ. Туберкулез вăраха каякан, ерекен чирсен шутне кĕрет. Çак чир хăть мĕнле органа та сиенлеме пултарать, ытларах вара (90 проценчĕ) ỹпкене сиенлет. Чирлĕ çынран тавралăха микробактерисем сурчăкпа е шăкпа сарăлаççĕ. Чирлĕ çын хăйне йывăр туять, ỹсĕрет, апат анми пулать, çĕрле тарлаттарать, кăкăра ыраттарать. Ватă çынсем нумай чухне хăйсем ỹсĕрнине ватлăхпа е табак туртнипе çыхăнтараççĕ.
Туберкулез патаккисем питĕ тỹсĕмлĕ, тусан çинче вĕсем 9 уйăх таран пурăнаççĕ, çăмăллăнах 23 градус сивве те тỹссе ирттереçĕ.
Туберкулез чирĕ çавăн пекех чирлĕ çыннăн япалисенчен (алшăлли, вырăн таврашĕ, савăт-сапа тата ытти те) ерме пултарать.
Районта туберкулезăн бациллярлă формипе чирленĕ 6 çын учетра тăрать, кăçал вара 1 çынна тупса палăртнă.
Усал чирĕн пуçламăш тапхăрнех палăртма флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухни пулăшать. Иртнĕ çул районта 15147 çын флюорографи тухнă. 15 çулчченхи ачасене тĕрĕслеме туберкулин тĕрĕслевĕпе (Манту реакцийĕ) усă кураççĕ. Туберкулез - хăрушă тата ерекен чир. Çавăнпа та кашнин хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерсех тăмалла, çулталăкра пĕрре флюорографи витĕр тухмалла.
З.ЮНУСОВА,
врач-эпидемиолога пулăшаканĕ.
Источник: "Каçал Ен"