АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мурманск облаçĕ чăвашсемшĕн çывăх

24 марта 2017 г.

 Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Ен делегацийĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Мурманск облаçĕн губернаторĕн çумĕпе Алексей Тюкавинпа тĕл пулса малаллахи ĕçлĕ хутшăнусене сỹтсе явнă. Сăмах май, Мурманск облаçĕнче хальхи вăхăтра тăватă пине яхăн чăваш пурăнать, наци культурин организацийĕ ĕçлет. Çыхăнусене çирĕплетсе тĕлпулура суту-илỹпе экономика, наукăпа техника тата культура енĕпе килĕшỹсем тунă. Михаил Игнатьев çар мухтавĕн Полярный хулине -

Çурçĕр флочĕн Мурманск облаçĕнчи тĕп çар базине - çитсе курнă. Çурçĕр флочĕн Кольски флотилийĕн командующийĕн çумĕ Александр Пешков сăмахĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Мурманск облаçĕнче карапсем тата шыв айĕн çỹрекен кимĕсем çинче Чăваш Республикинчи çĕр-çĕр çамрăк çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа тата шанчăклă пурнăçлать. Шефла çыхăнусем те лайăх аталаннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшу панипе Чăваш Енри 100 ытла çын паян "Адмирал Кузнецов" авианосец çинче тата "Ядрин" çар карапĕн флотилийĕн йышĕнче службăра тăрать. Полярный хулинче пулнă май Михаил Васильевич флотилин команда тытăмĕпе тата службăра тăракан ентешсемпе тĕл пулнă.

Çар тивĕçне пурнăçлакан моряксемшĕн, салтаксемшĕн тата кунта контрактпа службăра тăракансемшĕн Чăваш Республикин халăх артисчĕ Августа Уляндина ертсе пыракан "Ярды" тата "Дуняша" фольклор ушкăнĕсен концерчĕ пысăк парне пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика