АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки умĕн канашлани кирлех

24 марта 2017 г.

 Акă, часах çĕр типĕ те хуçалăхсем çурхи ака-суха ĕçĕсене кỹлĕнĕç. Район администрацийĕнче пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ ял хуçалăх инженерĕсен конференцийĕнче килес хĕрỹ тапхăра аграрисем епле хатĕрленнине пĕтĕмлетрĕç. Çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, 2017 çулта пуян тухăç илме ума çирĕп тĕллев лартрĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн пуçлăхĕ Марина Васильева, районти ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăннисем канашлу пуçланиччен фойере ЧР "Россельхозцентр" ФГБУ филиалăн ĕçченĕсем йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç.

Канашлăва Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин уçрĕ. Каярах Вячеслав Никифоров сăмах илсе районта çуракине хатĕрленес ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

- Кăçал ака ĕçĕсене 26705 гектар çинче пурнăçлама палăртнă. Вĕсенчен çурхи ака ĕçĕсем 15966 гектар çинче иртĕç. Унсăр пуçне, 4648 гектар кĕрхисем тата 5095 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акса хăварнă. Каламалла, чи пысăк лаптăк тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем валли уйăр-нă: пурĕ 60 процентпа танлашать. Ытти лаптăк (28 процент) выльăх апачлĕх, техника культурисене акмалăх. Юлнă лаптăк çинче çĕр улми тата пахча çимĕç çитĕнмелле, - палăртрĕ Вячеслав Анатольевич.

Вăл ял хуçалăхĕнчи тавар туса илекен предприятисен ертỹçисен пысăк тупăш паракан культурăсен, тĕслĕхрен, хĕвел çаврăнăш, соя лаптăкĕсене ỹстермелли пирки асăнса хăварчĕ. Çав вăхăтрах тăпра пулăхлăхне çĕнетме пулăшакан культурăсем - илепер курăкĕ тата рапс - çинчен те манма юраманнине палăртрĕ.

Кĕрхи кунсенче пысăк тухăç пухасси, паллах, пĕр пулăмран çеç килекен япала мар. Сăлтавĕ чылай: вăрлăх пахалăхĕ, ăна вăхăтра кирлĕ чухлĕ туянни; çĕре минераллă удобренипе апатлантарасси; çунтармалли тата сĕрмелли материалсемпе ĕçченсене тивĕçтересси. Çав вăхăтрах сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешмеллине та асра тытас пулать. Ара, тăпра ала евĕр пулсан вăл епле-ха тухăç парайтăр? Тата, паллах, хуçалăхсенче финанс лару-тăрăвĕ çирĕп пулсан çеç палăртнă ĕç кал-кал пырĕ.

- Ака ĕçĕсене ирттерме кăçал предприятисене 1800 миллион тенкĕ кирлĕ. Çак тĕллевпе эпир кĕске тата вăрах сроклăх кредитсем уйăрса паратпăр, - терĕ Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн пуçлăхĕ Марина Васильева. - Пĕчĕк формăллă хуçалăх йĕркелекенсем валли грант илме конкурс йĕркелерĕмĕр. Вăл пире çĕнĕ хушма ĕç вырăнĕсем тума пулăшĕ. Ун тăрăх кăçал 85 çын ĕçлĕ пулĕ.

Вăрлăхсем пирки калас пулсан, кăçалхи çураки валли пурĕ 28920 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ хатĕр те ĕнтĕ. Палăртмалла, çак вăрлăх малтанах, ампарсене кĕриччен, Россельхозцентрăн Комсомольскинчи филиалĕнче ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнă. Асăннă центр ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хуçалăхсенчи тĕш тырăсен 56,8 проценчĕн пахалăхне аван тенĕ, вĕсенчен 37,4 процент вăтам тата 5,8 процент япăххисен шутĕнче. Вăрлăхсен 89 процентне кондициллĕ тесе йышăннă, тепĕр 11 проценчĕпе ĕçлемелли пур-ха. Репродукци пирки сăмах пуçласан, 7,5 процент (2155 центнер) элитлă вăрлăх, 66,7 процент (19284 центнер) 1- 4 тата 7,3 процент 5 репродукциллĕ, ытти вара 18,5 процент (5381 центнер) - кондицисĕр вăрлăх.

Çĕрулми - иккĕмĕш çăкăр. Ăна район ĕçченĕсем кăçал 1035 гектар çинче лартса хăварма палăртнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вăл 158 гектар сахалрах. Районти аграрисем ытларах Гала, Невский, Инноватор тата Ривьера сортсене кăмăллани палăрать.

Минераллă удобренисемпе ял хуçалăх предприятийĕсене тивĕçтерес енĕпе район республикăра 4-мĕш вырăн йышăнать. Хĕрỹ çурхи тапхăра çỹллĕ шайра ирттерме 400 тонна дизель топливи, 50 тонна бензин кирлĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме "Татнефть" организаци килĕшнĕ. Тракторсен 93 проценчĕ хире тухма хатĕр те ĕнтĕ. Сеялкăсемпе культиваторсен те 92 проценчĕ юсаннă, çĕнелнĕ.

Тĕп хуларан çитнĕ хăнасем пухăннă аграри ĕçченĕсене хăйсен енчен пур тĕлĕшпе те пулăшма шантарчĕç.

Конференци пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика