21 марта 2017 г.
Ăслăлăх кĕнекисене вулани пире çăлăнăç çулне кăтартать, чун-чĕрене те тĕреклентерме пулăшать.
(Макарий Оптинский).
"Юлташу камне кала, эсĕ хăв мĕнле çын иккенне каласа парăп", - çак каларăша чылай çынран илтме тỹр килет. Çапла, ку пурнăç тĕрĕслĕхĕ, мĕншĕн тесен эпир юлташсене те хамăр евĕрлисенех шыратпăр.
Кĕнеке пирки калас пулсан, вăл - пĕлỹ çăлкуçĕ, унăнах этемĕн çывăх тусĕ пулмалла. Ара, пирĕн пуласлăх та епле кĕнеке вуланинчен нумай килет-çке. Тĕслĕхрен, ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕнет, куршанак çинче вара панулмипе слива пиçеймĕç. Кĕнекепе те çаплах.
Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче православи тĕнĕпе пурăнакансем çулсерен чăн тĕнри кĕнеке кунне ирттереççĕ. Ăна пуçараканĕ - Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейши Патриархĕ Кирилл. 2009 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Православи чиркĕвĕн сăваплă Синочĕ проповедьсене кĕнеке урлă сарма йышăннă.
Çак куна халалласа районти тĕп вулавăшра "Нравственные истины" сехет иртрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 7-8-мĕш класĕсенче вĕренекенĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва Тукай ялĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Леонтий атте çитрĕ. Вăл ачасене Библи, Çĕнĕ тата Кивĕ Халал, Псалтирь кĕнекисем пирки каласа ăнлантарчĕ.
- Чăн тĕн кĕнеки вăл - чĕрĕлĕх çăлкуçĕ. Унсăр этемлĕхĕн пуласлăх та çук, тата, палăртмалла, Çĕнĕ Халалра малашлăх чаршавне сирсе пани те пур. Иртни пирки каласан вара, вăл йăлтах Библире шăрçаланнă. Çак кĕнекесем пире ырăрах пулма вĕрентеççĕ, ăслăлăх çулне тупма пулăшаççĕ, - палăртрĕ Леонтий Акчурин иерей.
Валентина Боровковăпа Елена Хораськина библиотекарьсем Руçре пуçласа кĕнеке пичетленни çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕç, Иоанн Федоров диаконпа вăл кăларма пуçланă "Апостол" кĕнеке пирки кăсăккăн каласа пама пултарчĕç. "Духовной книги благодать" выставкăна хакларĕç.
Мероприяти вĕçĕнче "Колосок" тата "Рябинушка" ача сачĕсене çỹрекенсем православи тематикипе çыхăннă юрăсем шăрантарчĕç.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"