АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

21 марта 2017 г.

 Вĕренỹ сферинче çĕнĕлĕхсем кĕнĕ май районта учительсен фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче районти географи учителĕсем Хирти Мăнтăрти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пуçтарăнчĕç. Вĕрентекенсем тăватă уçă урок пачĕç. С.В.Антонов (Александровка пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕ) 8-мĕш класра "Особо охраняемые природные территории России и Чувашии" темăпа урок ирттерчĕ. Кăçалхи çула Раççей шайĕнче экологие халалланине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, çавăнпа та çак тема питĕ актуаллă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекен С.В.Краснова Çурçĕр Америка материкĕ пирки мĕн вĕреннине пĕтĕмлетсе 7-мĕш класра "Знакомый незнакомец" темăпа урок пачĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче ĕçлекен С.В.Краснова 8-мĕш класс ачисемпе хамăр Раççей çĕршывĕ тăрăх çулçỹреве тухрĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕпе Ю.А.Максимовпа "Ледники" темăна шĕкĕлчерĕç. Уроксем пурте çỹллĕ шайра иртнине палăртмалла. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче ĕçлекен К.И.Кузнецова класс тулашĕнчи мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хамăр планетăна, çут-çанталăка упрамаллине сăвă каласа та, юрă юрласа та çирĕплетрĕç. Асăннă учительсем пурте фестиваль лауреачĕсем пулса тăчĕç. Вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе курса калаçни, опытпа паллашни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

И.СТЕПАНОВА.

Хырхĕрри тĕп шкулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика