21 марта 2017 г.
Раççей Правительстви ялсене çĕнетес тата унти хуçалăхсене аталантарса çамрăксене яла хăварас тĕллевпе ятарлă программа хатĕрлерĕ. Ун тăрăх яла килекен вăтăр пилĕк çул тултарман специалистсене ĕçпе, укçан тата хваттер парса хавхалантараççĕ.
Çак программăпа килĕшỹллĕн Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне Эльвира Валерьевна Шапанова шăл тухтăрĕ килсе çитрĕ. Çĕнĕ тухтăр пуринпе те тарават, йăл кулса çеç пуплет. Ырă кăмăлĕпе кашнине хăй патне туртать. Çепĕç чĕлхеллĕ хĕрарăм малтанах хăш шăл ыратнине ыйтать, каярах, кресли çине лартса, çăварти шăлсене тĕрĕслет. Чылай чух Эльвира Валерьевна патне икĕ-виçĕ хут та килме тỹр килет. Ара, шăл сиплесси пĕр кунри ĕç мар-çке. Сывлăхĕ те хамăрăнах. Ун пек чухне, паллах, тухтăр палăртнă вăхăта çитсен чирлисен черетре тăма та кирлĕ мар.
Офис пирки калас пулсан вара, кунта çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. Унта ĕçлеме, чирлисене йышăнма та условисем пур. Пỹлĕмĕсем хăтлă, çутă та таса. Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2013 çулхи хушăвĕпе кашнийĕнех çулсерен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ăна "диспансеризаци" теççĕ. Çак хушупа килĕшỹллĕн, Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем кунсерен пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çул тытаççĕ. Светлана Козлова, Нина Евсеева, Елена Васильева, Антонина Васильева, Галина Данилова медицина сестрисем тата Галина Каторгина хуçалăх ертỹçи пациентсене уçă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Вĕсем Вера Васильевна Семенова тухтăр палăртнă процедурăсене тĕплĕн пурнăçлаççĕ.
Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансем офисри медицина ĕçченĕсемпе питĕ кăмăллă. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни - сăваплă. Эпир вĕсене çăмăл мар çĕрте малалла та хальхи пек ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатпăр, çемьере килĕшỹ хуçалантăр!
Н.АРХИПОВ.
Йỹç Шăхаль ялĕ.
Источник: "Каçал Ен"