АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патвар каччă Георгий

21 марта 2017 г.

 Чăваш Ен йĕкĕчĕсем хăйсене ют çĕрте ырă енчен кăтартма пултарни - паха пулăм. Вĕсен ĕçченлĕхĕпе тỹрĕ кăмăллăхĕ, саккуна, аслисене хисеплеме пĕлни, паллах, чи малтан çемьерен килет. Уйрăмах ашшĕ-амăшĕ арçын ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пултарнине вара тивĕçлипе хакламалла тесе шутлатăп.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Валентина Георгиевнăпа Валерий Федорович Кокшинсем иртнĕ кунсенче Тав çырăвĕ илчĕç. Вăл вĕсен ывăлĕ Георгий службăра тăракан çар чаçĕнчен килсе çитнĕ. Балти флочĕн 11-мĕш Арми корпусĕн артиллери бригадин командирĕ Сергей Царев палăртнă тăрăх, каччă ют çĕрте хăйне ырă енчен çеç кăтартнине, сăпайлă, ăслă пулнине тата хушусене вăхăтра пурнăçлама пултарнине пĕлтернĕ.

- Командирсене, аслă юлташĕсемпе пĕрле чаçре тăракан ачасене те хисеплет, вĕсене сума сăвать. Çав вăхăтрах ăна эпир те юрататпăр, хамăра хисепленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр, - палăртнă çырура Сергей Царев.

Ашшĕпе амăшĕ тăрăшни сая кайманнишĕн чунтан савăнатпăр, Георгин вара тăван ене тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килмелле пултăр.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика