21 марта 2017 г.
Мартăн 19-мĕшĕнче Лапсар поселокĕнче А.И.Тихонов ячĕллĕ Спорт шкулĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спортсменне Николай Михайлова асăнса йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. "Çурхи тумлам" ятлă ăмăртусене 1994 çулта йĕркелесе ирттерме пуçланă. Çулран-çул çак тупăшусене хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ỹссе пырать. Акă, кăçал пирĕн район та команда тăратнă. Пултаруллă виçĕ спортсмен хутшăннă унта. Вĕсем кăçалхи хĕллехи спорт сезонĕнче çакна çирĕплетсе пачĕç.
Владимир Николаевпа Зуфар Тимаев 50 километрлă дистанцие парăнтарнă. Венера Арсентьева вара çак ăмăртура палăрма пултарнă, район чыс-сумне çỹле çĕкленĕ. Вăл 30 çухрăма йĕлтĕрпе чупса хĕрарăмсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. Чăннипех маттур эсĕ, Анат Тимĕрчкасси пики! Çитĕнỹпе чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Л.ГЕОРГИЕВА
Источник: "Каçал Ен"