АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен урокĕсен фестивалĕ

17 марта 2017 г.

 Çак кунсенче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче тăван ен историпе культурине вĕрентекенсен черетлĕ 5-мĕш фестивалĕ иртрĕ.

Кăçалхи уроксене пĕлỹ паракансем Н.И.Ашмарин, В.И.Чапаев, Зариф Башири пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарчĕç. Çавăн пекех чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене, халăх календарьне, ача çуралнипе çыхăннă йăла-йĕркене, хальхи медицинăпа пирĕн мăн асаттесен сывă пурнăç йĕркине пăхса тухрĕç.

Фестиваль программинче Л.А.Катмакова (Асанкасси), И.Н. Кокшина (Хырай Ĕнел), В.В.Петрова (Нĕркеç), В.Г.Гордеев (Комсомольски 1-мĕш), Г.А.Белкова (Хырхĕрри), Г.З.Гисматуллина тата Н.В.Кузьмина (Хырай Ĕнел) пултаруллă вĕрентекенсен пур енлĕ паха урокĕсемпе паллашма май пулчĕ. Урокĕсем пурте çỹллĕ шайра иртрĕç, вĕсенче ачасем хăйсене валли кирлине чылай илчĕç. Кунран тĕлĕнмелле мар пулĕ: вĕрентекенсенчен ытларахăшĕ аслă категориллĕ учительсем (КРК предмечĕпе), ăс-тăн çỹпçине тарăн уçса парас енчен тарăн та паха опытлă, занятисене интереслĕ ирттерме пултараççĕ, юратнă ĕçне чунтан парăннă, ачасене хавхалантарма пĕлеççĕ.

Хырай Ĕнел шкулĕнче йĕркеленĕ выставка нумайăшне тыткăнларĕ. Мĕнле кăна ĕç тăратман-ши кунта районта тĕрлĕ шкулсенче пĕлỹ пухакан ачасем: йывăçран, хутран, чустаран ăсталанă, çыхнă тата тĕрленĕ ĕçсем тата ыттисем те. Вĕренекенсем нумай тăрăшни, чылай вăхăт ирттерни, шухăшлани курăнать. Жюри членĕсем чылайăшне районти вĕренỹ пайĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Фестиваль ĕçне хутшăннă вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусем çинче те чарăнса тăрас килет. Тепĕр чухне ăнланма та çук, пĕр шкулта КРК предмечĕ пур, ăна ачасем юратса вĕренеççĕ, çав вăхăтрах ытти шкулсенче çук, унран хăтăлнă. Мĕнле ун пек пулма пултарать? Вырăссен çакăн пек сăмах пур - "Иваны, не помнящие родства". Пиртен кун пек халăх тăвасшăн мар-ши хăш-пĕр тỹре-шарасем? Халĕ çỹллĕ шайра вĕренỹ ĕçĕнче гуманитаризаци, урăхла каласан, çынлăха вĕрентесси мала тухса пырать. Регион шайĕнче вĕрентмелли минимум та пур. Мĕншĕн-ха эпир хамăр атте-аннесен чĕлхинчен, ырă йăли-йĕркинчен, пуян та кăткăс историйĕнчен уйрăлма тăрăшатпăр? Тăван ен урокĕсенче тата ытти халăхсемпе туслă, килĕштерсе пурăнмалла тесе вĕрентеççĕ. Паянхи кун çакă кирлĕ мар-и вара? Тăван ен историйĕпе культурин предметне пĕтерес марччĕ. Чавса çывăх та çыртма çук тени тĕрĕсе ан килтĕрччĕ!

Г.БЕЛКОВА,

В.ГОРДЕЕВ,

тăван ен культурине вĕрентекенсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика