АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеш - Леонид Бормотин

17 марта 2017 г.

 Шыравçăсем тăрăшнипе пирĕн районти хыпарсăр çухалнă тепĕр салтакăн, Леонид Иванович Бормотинăн, шăпи уçăмланчĕ. Вăл 1919 çулта Хурнай ялĕнче çуралнă. Йĕкĕт Хĕрлĕ Çара Комсомольски военкоматĕнчен 1939 çулта каять. Часах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Комсомолец 5-мĕш Армин Хĕвеланăç фронтĕнчи танкистсен 31 уйрăм батальонĕнче радиотелеграфист-пулеметчик Т-34 танк экипажĕпе пĕрле нимĕçсене тĕп тума çапăçăва темиçе хутчен те кĕнĕ. Вăл вилĕме куçран пĕрре мар пăхнă. Хăюллă яш 1941 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Рузски районне кĕрекен Неверево ялĕшĕн пынă хаяр çапăçăва хутшăннă. Кунта каччă танк экипажне хавхалантарса пынă, 2 ПТО, тăшманăн 11 салтакне тĕп тунă. Çак çапăçура чăваш каччи пуçне хунă. Пирĕн ентешĕмĕре командирсем "Паттăрлăхшăн" медаль пама награда хучĕсем хатĕрленĕ. 1942 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче фронтри 231-мĕш номерлĕ приказ Л.И.Бормотин награда илмелли çинчен тухнă. Анчах та вăл паттăрлăх кăтартса тивĕçнĕ медале хăй аллипе илеймен...

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика