17 марта 2017 г.
"Ырă ят укçаран та хаклă", - теççĕ халăхра. Ырă ятпа мухтава, чап-хисепе çĕнсе илме çанă тавăрса ĕçлемелле.
Манăн асанне, Ольга Андреевна Школьникова, пуш уйăхĕнче 80 çул тултарать. Хăй ĕмĕрĕнче вĕсем асаттепе, Николай Сергеевичпа, çурт лартнă, хуралтăсем çавăрнă. Паянхи кун та лара-тăра пĕлмесĕр хуçалăхра тăрăшаççĕ. Асатте 28 çул лесникре тăрăшнă, асанне вара колхозра тар тăкнă. Ирпе ирех тухса утнă та каçпа çеç киле таврăннă. Çав вăхăтрах пĕринчен тепри пĕчĕк пепкисене те пăхнă. Пурнăçăн хура-шурне нумай тỹснĕ пулсан та, йывăрлăхсене парăнман, çынна та усал туса курман. Ĕçре хастар пулнишĕн çывăх çыннăмсем ĕç ветеранĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.
Асаттепе асанне пĕрлешнĕренпе часах 60 çул çитет. Вĕсем иккĕшĕ те Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ Ольгăпа Николай. Пилĕк ывăлĕ те салтака тивĕç пулнă. Çемьере ача-пăча йĕркеллĕ ỹстерме амăшĕн ыркăмăллăхĕ, ашшĕн çирĕплĕхĕ кирлĕ, теççĕ. Пурнăçра пирĕншĕн асаттепе асанне ырă тĕслĕх вырăнĕнче, эпир вĕсем пек пулма тăрăшатпăр. Пирĕн йăхри хĕрачасем кил-çуртри ĕçсене тума, кил ăшшине тытса пыма, сисĕмлĕ те ту-йăмлă пулма амăшĕнчен, арçын ачасем вара хуçалăхри йывăр лава туртса пыма, мăшăрĕпе ачисемшĕн тăрăшса пус çумне пус хушма, çемье чысне упрама ашшĕнчен вĕренсе пыраççĕ.
Паянхи кун асаттепе асанне çирĕм мăнукĕпе вунçичĕ мăн мăнукне чунтан савăнса кĕтсе илеççĕ. Эпĕ хама ăраскаллă тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен аттепе анне, асаттепе асанне çумра. Вĕсем манăн савăнăç, шанăç, çирĕп тĕрев. Аслисем мана çын хушшинче çын пек пулмалла теççĕ. Асанне вара: "Никама та усал ан ту, ырă кăмăллă пул, чипер çỹре, - тет. - Кахал çине тарăхиччен унăн ĕçне ху ту - ỹт-пĕвỹшĕн те, чунушăн та усă пулĕ. Пурнăçра пĕр япала та ахаль çухалмасть, çынна пулăшни вара виçĕ хут ытларах ырăпа хăвна каяллах таврăнĕ. Ĕçлесе тупнă пурлăх укçаран та хаклă".
Сирĕн кăмăлăр сар хĕвел пек ăшă, çутă та таса. Асаттепе асанне, эсир ĕмĕр пурăнăр, çут тĕнче сирĕнпе илемлĕрех.
Снежанна ШКОЛЬНИКОВА.
Источник: "Каçал Ен"