АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье - патшалăх никĕсĕ

17 марта 2017 г.

 Ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси ашшĕпе амăшĕнчен нумай килет. Аттепе анне - çемье тĕрекĕ, вĕсем пулсассăн эпир телейлĕ.

Пирĕн районти ялсенче çирĕп, туслă тата телейлĕ çемье чылай. Эпĕ вара сире Çĕнĕ Каçал ялĕнче тĕпленнĕ Красновсемпе паллаштарасшăн. Людмила Арсентьевнăпа Геннадий Ефимовичăн çемье стажĕ 25 çул. Вĕсем килĕштерсе, туслăхпа юратăва упраса çирĕм улттăмĕш çул пурăнаççĕ.

Çемье пуçĕ, Геннадий Ефимович, пĕр вăхăтра районти милици уйрăмĕнче тăрăшрĕ. Халь вара арçын вахта мелĕпе ют çĕре ĕçлеме çỹрет. Людмила, Дубовкăри тĕп шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Шупашкарти медицина училищине çул тытать. Унăн ĕç биографийĕ 1990 çулхине алла диплом илнĕ хыççăн пуçланать. Вăл тăван ялне таврăнса унти фельдшерпа акушер пунктне вырнаçать.

- Фельдшер пункчĕ пĕчĕкчĕ, пỹлĕмĕ сивĕччĕ. Паллах, хальхипе танлаштарсан, чирлисене кирлĕ пек пулăшу пама условийĕсем те çукрахчĕ çав, - аса илет Людмила Краснова. Анчах та çамрăк хĕр умри йывăрлăхсенчен хăрамасăр пысăк хавхаланупа юратнă ĕçне кỹлĕнет. Вăл пĕр вырăнта 27 çул тăрăшать. Людмила Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал ялĕсен çыннисен сывлăх хуралĕнче тăрать. Чĕннĕ çĕре вăхăтра çитсе чирлисене пĕрремĕш пулăшăва кирлĕ пек парать. Люда - ырă кăмăллă та тарават, çепĕç алăллă фельдшер. Вăл уколĕсене те ыраттармасăр тăвать, система лартать. Хĕрарăм ял хушшинче те хисепе тивĕçнĕ, ял-йыш унăн ĕçне пысăка хурса хаклать. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Людмила Краснова пĕрре мар Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

- Халĕ пирĕн ялта çĕнĕ йышши ФАП. Кунта, паллах, пĕтĕм услови пур. Пỹлĕмĕсем çутă, ăшă, хăтлă. Чун савнă ĕçре тулли кăмăлпа тăрăшатăп, - тăсăлать калаçу çăмхи. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та Людмила Арсентьевна çемье ăшшине упрама, ачисене пулăшма, тĕрлĕ ал ĕçĕпе аппаланма та вăхăт тупать.

Хĕрĕ, Аня, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Мускаври Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн финанспа кредит уйрăмĕнче ăс пухнă. Паянхи кун хĕр хулари пĕр банкра вăй хурать. Ывăлĕ, Ваня, 9-мĕш класра вĕренет. Вăл ашшĕпе амăшне "4", "5" паллăсем илсе хавхалантарать. Ача спортпа та туслă. Вăл районта, республикăра иртекен олимпиадăсемпе ăмăртусене те яланах хутшăнать.

Хĕрĕн ĕмĕчĕ пурнăçланни, ывăлĕн ăнăçăвĕсем, хăйсем чун савнă ĕçре вăй хуни, пур çĕрте те малти ретре пулма тăрăшни - çакă мар-и ĕнтĕ вăл çемье хисепĕпе телейĕ, ашшĕпе амăшĕн тивлечĕ?

Н.БОРОВКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика