17 марта 2017 г.
Урамра çурхи кунсем хуçаланаççĕ. Çанталăкĕ ăшăтса пынă май кỹлĕри пăр çинче, вырăн-вырăн, шыв пуххи сарăлнине курма пулать. Халĕ ĕнтĕ унăн çирĕплĕхĕ те палăрмаллах чакнă, вăл кунран-кун çỹхелсе пырать. Тулта каçсерен сиввипе, пăр çийĕ ир кỹлĕм кăшт тĕреклĕрех, апла пулин те, паллах, унта кĕме юрамасть. Çакăн пирки вулакансене район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертỹçи Д.С.Галкин тепре аса илтерет.
- Дмитрий Сергеевич, урамра - çуркунне. Хĕвел ăшшăн йăл кулнипе пĕрле вăл ума йывăрлăхсем те кăларса тăратать. Вĕсенчен пĕри - пăр кайни. Вăл халĕ питĕ ултавлă.
- Çапла, çурхи пăр питĕ каварлă: пăхма çирĕп пек туйăнать, сулахаялла е сылтăмалла пĕр утăм тусанах шыв куçне лекме пулать. Хĕлле ун урлă çула кĕскетме е конькипе ярăнма усă курнă пулсан, çакăн евĕр хăнăхăва манмалла - вăл халĕ этем виçине тỹсеймест. Çỹлтен ăна хĕвел "çиет", çав вăхăтрах пăр айĕн ирĕлнĕ шывсен юххи чупнине пула пăр çемçелсе пырать. Çавăнпа та вăл кирек хăш самантра та çурăлса кайма пултарать.
- Пулăçсене мĕн каланă пулăттăр?
- Пулă тытасси чун канăçĕ пулсан та, çỹхе пăр çине кĕни пурнăçшăн тата сывлăхшăн питĕ хăрушă пулнине пулăçсен асран кăларма кирлĕ мар. Пурнăç кăртăшран хаклăраххине, кашнинех килĕнче çывăх çыннисем кĕтнине манас марччĕ. Çыран хĕррисенче уйрăмах асăрхануллă пулăр - çĕрпе шыв пĕрлешнĕ вырăнта курăнман хушăксем пулма пултараççĕ. Асра тытăр: шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче пăр питĕ çỹхе!
- Епле пулсан та эпир, этемсем, асăрхаттарнине итлеме юратмастпăр, тепĕр чух сыхлăх туйăмне те çухаткалатпăр. Шывăн вара алли вăрăм. Юханшывсем çумĕнче çынсен хăйсене пăр кайнă тапхăрта еплерех тытмалла? Вулакансене мĕнле сĕнỹсем панă пулăттăр?
- Каç тĕттĕмĕпе начар курăнакан самантсенче, тĕслĕхрен, таврана тĕтре карса илсен, юр е çумăр çунă вăхăтсенче, пăр çине кĕме юрамасть. Çỹхе пăр çине ăнсăртран кĕрсен тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла. Килнĕ çулпах, урана пăр çийĕпе шутарса (çĕклемесĕр) утмалла. Енчен те пăр урлах тухас тетĕр пулсан ятарлă сукмак шырăр. Вăл пулмасан, пăр çине кĕриччен тимлĕн йĕри-таврана тишкерĕр, хăвăра валли ятарлă маршрут палăртăр. Каçакансем ушкăнпа пулсан пĕр-пĕрин хушшинчи инçĕш 5-6 метр таран пулмалла. Чылай чух пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕсленине курма пулать. Кун пек хăтланни вара капла та имшер çурхи пăра çурса яма кăна пулăшать. Çурăм çинче рюкзак пулсан ăна, сыхлăх мелĕпе килĕшỹллĕн, пĕр хулпуççи çине куçарăр: инкек-синкек сиксе тухсан йывăр тиеврен кĕске самантрах хăтăлма май пулĕ. Пулăçсен сумккинче вара 20-25 метрлă çирĕп шнур пулмаллах. Шнур вĕçĕнче йывăр тиевпе çĕкев вырнаçтарăр. Путакана çак вĕрене ывăтса пани çирĕп пăр çине тухма пулăшатех. Пăр айне анса кайсан сехĕрленсе ỹкмелле мар, алăсене ик еннелле сарса пăр катăкне тытмалла, кăкăрпа ун çине выртмалла, унтан асăрханса урасене черетпе хăпартмалла. Пуçа йĕпетме тăрăшмалла мар.
- Пăр кайнине кĕçĕн çулхисем те питĕ кăсăкланса пăхаççĕ.
- Тĕнче тарăн ыйхăран вăраннă вăхăтра ачасем хăйсен кăсăкланăвне пула инкеке лекме пултараççĕ. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн сăнавĕсĕр тăрса юлнăскерсем, выляса кỹлле кĕрсе кайни тавăрайми хуйхă патне çитерме пултарать. Умра - çурхи каникул. Çак тапхăрта аслисен тĕпренчĕкĕсем вăхăчĕсене ăçта ирттернине те тĕрĕслесех тăмалла.
Ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем!
Ачасене кỹлĕ хĕррине хăйсене çеç ан ярăр, пăр кайнă вăхăтра пушшех те! Вĕсене кỹлĕсемпе юханшывсем хускалнă тапхăрти хăрушлăх пирки тĕплĕн каласа ăнлантарăр! Уйрăлса кайнă пăр, сивĕ шыв тата вăйлă шыв юххи инкек патне илсе çитернине ачасен пĕлмеллех.
Çурхи шыв çумĕнче тимлĕ пулăр!
Специалистсем сывлăш температури виçĕ тата ытларах кун нуль градусран ăшăрах тăрсан пăр çирĕплĕхĕ питĕ хăвăрт чакнине, шăпах çакнашкал условисенче пăр айне анса каяс хăрушлăх палăрмаллах ỹснине пĕлтереççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра кунсерен çỹхелсе пыракан пăр çине кĕмелле мар.
А.ИСАЕВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"