17 марта 2017 г.
Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çырма пултарăпăр. Ăна ку хутĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халаллаççĕ.
Унта хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çынах хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеет. Ăна ытти чухнехи пекех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, ЧР Вĕренỹ институчĕ, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, чăваш наци радиовĕпе телекуравĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕ йĕркелеççĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ỹстересси - акцин унчченхи çирĕпленнĕ тĕллевĕ.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕ. "Унта чăвашлăха аталантарас ĕçре вăй хуракансем хутшăнма пултараççĕ. Кашнинех хамăрăн халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма май та, ирĕк те пур. Ятарлă комисси ячĕпе килекен ĕçсене ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен йышăнăпăр", - тенĕ институтра вăй хуракансем.
Источник: "Каçал Ен"