АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе кỹлĕнет тĕп архитектор

17 марта 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин тĕп архитекторĕн должноçне çирĕплетнĕ.

Вăл архитектура тата хула тăвассипе çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăнĕ. "Енчен те малтан строительсен умне çурт хăпартма тĕллев лартнă тăк, халĕ пурăнмалли пахалăхлă хутлăха професси шайĕнче йĕркелесси пирки сăмах пырать. Çавăнпа тĕп архитекторăн республикăн истори пахалăхне сыхласа хăварассипе тата ялсемпе хуласен хальхи йышши эстетика сăн-сăпатне туса хурассипе çыхăннă ыйтусене татса памалла", - тенĕ Указа ăнлантарнинче.

ЧР Стройминĕн архитектурăпа хула строительствин пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева та çак должноçа çирĕплетни хула тăвассипе çыхăннă ыйтусене çĕнĕ шайра уçăмлатма пулăшасса шанать. "Малашне бизнес аталанăвĕ пирки кăна мар, халăхăн пурнăç условийĕсене хăтлăлатасси çинчен те ытларах калаçма, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме май пулĕ",- палăртнă Наталья Игнатьева.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика