17 марта 2017 г.
Мартăн 15-мĕшĕнче республикăра тата пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем малтанах районăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсемпе Хасиятулла Идиатуллинпа, Алексей Самаркинпа тĕл пулчĕç.
Хальхинче информушкăн йышĕ улшăннă, унта Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Енри территориллĕ органĕн руководителĕ Эльвира Максимова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тата "Автофургон" ООО ĕç тăвакан директорĕ Михаил Яковлев кĕнĕ. Уçă калаçура вырăнти ертỹçĕсем районти паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕç, çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ун хыççăн ушкăнсене пайланса ял тăрăхĕсенчи халăхпа тĕл пулма васкарĕç.
"Асаново" ЯХПК ĕçченĕсем ЧР ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕпе С.П.Димитриевпа райадминистраци пуçлăхне А.А.Самаркина хапăлласах кĕтсе илнĕ. Хуçалăх председателĕпе Александр Бахтеровпа тата Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Карповпа пĕрле хăнасем сĕт-çу фермине çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Сĕт туса илесси, ĕнесене машинăпа сăвакансен шалăвĕ тата кооперативра хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пирки калаçнă.
Статистика службин руководителĕ Эльвира Максимова тата райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина Урмаел ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, Тукай Мишер вăтам шкулĕнче тăрăшакансемпе курнăçса Информкун темисем тавра калаçнă. Çавăн пекех Минехаят Садртдиновна Зарифянова ветерана 90 çулхи юбилейпе саламланă. Кинемее Аслă вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă, РФ Президенчĕн салам открыткине тата парне панă.
Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин вара районти тĕп больница, райпо коллективĕсемпе тĕл пулнă. Райпо ĕçченĕсем Комсомольски ялĕнчи çулсене юсасси, хуçасăр йытăсене тытасси тата тавралăха çỹп-çапран тасатасси пирки сăмах хускатнă.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство пайĕн начальникĕпе Александр Красновпа "Автофургон" ООО ĕç тăвакан директорĕ Михаил Яковлев "Заря" ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсемпе Информкун темисем тавра калаçнисĕр пуçне ял пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланчĕç. Ку тăрăхра пурăнакансем тĕпрен илсен ял хуçалăх ĕçĕпе, выльăх усраса, сĕт сутса тупăш илеççĕ. Çамрăк та вăйпитти арçынсем пысăк хуласенчи стройкăсенче тăрăшаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хуçалăх тĕрекĕ пенси çулне çитнĕ арсемпе хĕрарăмсем çинче пулни тỹрех куçа курăнчĕ. Калаçуран ял çыннисене çуракине епле ирттересси, сĕт хакĕ, ял хуçалăхĕнче туса илекен ытти продукци хакĕ пĕчĕкки пăшăрхантарни палăрчĕ. Урамсенче хытарнă çул сарас, çĕр пайĕсем пирки кĕртнĕ улшăнусем, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусем те çĕкленчĕç. Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева кăçал Çĕнĕ Мăратра, Тукайра пĕрер урама çул сарассине пĕлтерчĕ. "Ял поселенийĕн территорийĕ пысăк, ултă ял кĕрет, вырăнти çул та нумай. Пурне те пĕр харăс йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ тỹрех çитерме çук, çавăнпа та черетпе кашни ялах, кашни урамах сарма тăрăшатпăр", - ăнлантарчĕ Ольга Петровна.
Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвне район администрацийĕнче турĕç. Районта пурăнакансен ыйтăвĕсене май пуррисене вырăнтах татса парĕç, кăткăсраххисене çỹлерехри влаç тытăмне çитерĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"