АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кăларăм эфира тухать

17 марта 2017 г.

 "Чувашия" тата "Чăваш Ен" телерадиокомпанисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе мартăн        21-мĕшĕнче çĕнĕ телепроект хута яраççĕ. Вăл "Приложение силы" ятлă, çав кăларăмсенче обществăпа патшалăхăн вăйĕсене республикăра пурăнакансен интересĕсене хỹтĕлессишĕн пĕрлештерни çинчен сăмах пырĕ.

Программăн пирвайхи кăларăмне Раççейри Экологи çулталăкне халаллаççĕ. Хăйсем тĕллĕн пулса каякан свалкăсемпе епле кĕрешмелле? Çынсен тыткаларăш культурине çĕклес тесен мĕн тумалла? Атăлти шыв пахалăхне витĕм кỹме пулать-и? Çак тата ытти ыйтусене Михаил Игнатьев экологие упракан обществăлла организацисен представителĕсемпе сỹтсе явĕ.

"Приложение силы" пĕрремĕш кăларăма мартăн 21-мĕшĕнче "РОССИЯ 1" телеканалăн, мартăн 25-мĕшĕнче 19 сехетре "РОССИЯ 24" телеканалăн регионти эфирĕсенче курма пулĕ. Чăваш Ен наци телевиденийĕнче программăна мартăн                21-мĕшĕнче 9 сехетре, 22-мĕшĕнче - 9.30 сехетре, 26-мĕшĕнче 10 тата 17 сехетсенче курма май пулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика