17 марта 2017 г.
Самани улшăнсах тăнă май саккунсем те, граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕркесем те çĕнелсех тăраççĕ. Халăха социаллă хỹтлĕх памалли мероприятисене пурнăçа епле кĕртсе пынине сỹтсе явма юнкун райадминистрацин ларусен залĕнче Чăваш Республикин Ĕç министерстви "çавра сĕтел" ирттерчĕ. Унта обществăлла организацисен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, халăха социаллă пулăшу паракан тĕрлĕ службăсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Енĕн ĕç министрĕ Сергей Димитриев министерствăн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Республикăра çулсерен 42 пин çын ĕç тупнине, аслă ăрури 280 пин çын тĕрлĕ пособисем илсе тăнине пĕлтерчĕ. "Нумай ачаллă 11,5 пин çемье пирĕн, çакă ашшĕ-амăшне укçа-тенкĕ ыйтăвĕ шиклентерменнине çирĕплетет", - палăртрĕ министр.
Социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ираида Никитина районта социаллă пулăшăва 8,6 пин çын илнине каларĕ, çакă пирĕн хутлăхра пурăнакансен 33,2 проценчĕпе танлашать-мĕн. Инвалидсене тата аслă çулхи граждансене социаллă пулăшу парас ĕç мĕнле пулса пынипе "Халăха социаллă пулăшу паракан центр" БУ директорĕ Татьяна Смирнова паллаштарчĕ.
Кун йĕркине кăларнă ыйтăва сỹтсе явма районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕ Екатерина Жукова, обществăлла организацисен представителĕсем Ирина Албутова, Валентина Курицына, Герман Михайлов, Валерий Козлов, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех çынсен пурнăçне çăмăллатма, пулăшу пама мĕнле ĕçсем туни, мероприятисем йĕркелени пирки чарăнса тăчĕ, хăш чух тĕл пулакан чăрмавсене те асăнса хăварчĕ.
Лару ĕçне пĕтĕмлетсе Сергей Димитриев патшалăх паракан пулăшусен пахалăхне пĕрмаях ỹстермеллине палăртрĕ. Обществăлла организацисене ертсе пыракансене хастар ĕçшĕн тав турĕ.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"