14 марта 2017 г.
Ырă калаçнă çĕре çу тумлать,
Усал калаçнă çĕре юн тумлать.
(Халăх сăмахлăхĕ).
Чĕлхере паян усал сăмахсем нумайланчĕç. Çынпа çын хутшăнăвĕнчи калаçура икĕ сăмахĕ - йĕркеллĕ, виççĕмĕш-тăваттăмĕшĕ - "хутлă-хутлă сăмахсем".
Каламасăрах паллă, ачасем хăйсене мĕнле тытасси тата вĕсен чĕлхе тасалăхĕ малтан - çемьерен килет. Çемьери хирĕçỹсем хыççăн тепĕр "шĕшлĕ аври" ача садĕнче хутлă-хутлă сăмахсемпе перкелешнинчен тĕлĕнмелли çук. Ачаран хăнăхнă усал йăла аталанать, ерекен чир пекех сарăлать. Кунашкал ачаран ашшĕ-амăшне, ытти çынсене кỹрентерекен усал сăмахсем кăна мар, ĕçсем те кĕтме пулать.
Пытарма кирлĕ мар, намăс сăмахсемпе калаçакансен йышĕнче каччăсемпе хĕрсем те сахал мар. Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнчи "Единая Россия" партин "Молодая гвардия" активисчĕсем вĕренекенсем умĕнче "Мат - не наш формат" темăпа калаçу ирттерчĕç. Волонтерсем ачасене усал сăмахсене манма, сăмах йышне ыррисемпе пуянлатма сунчĕç. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ятлаçу сăмахĕсемпе калаçакансен пурнăçĕ те кĕскерех, сывлăхĕ те хавшакрах пулать. Чи лайăххи - тỹрккес сăмахсемпе вуçех усă курманни. Пĕр хăнăхсан, вĕсенчен хăтăлма çав тери йывăр. Вăл эрех ĕçнипе, пирус туртнипе, наркотикпа усă курнипе, компьютер вăййисемпе пĕр картлашка çинчех тăрать.
Нумай чухне эпир сăмах пĕлтерĕшĕ çинчен шутламастпăр. Вăл çынна мĕнлерех витĕм кỹме пултарнине те чухламастпăр… Аса илер-ха авалхи грексем Эзоп юптаруçă çинчен каласа хăварнине.
Пĕррехинче пуян купса патне хăнасем пухăннă. Вĕсенчен пĕри, "Пĕтĕм хула пĕлет, сан çивăч ăслă та тавçăруллă тарçă пур. Ăна пасартан тĕнчери чи илемлĕ япалана илсе килме хушса яр-ха", - тенĕ.
Хуçа Эзопа чĕнме хушнă.
- Эзоп, илтетĕн-и мана. Акă сана укçа, пасара кай та тĕнчери чи илемлĕ япала илсе кил.
Тарçă тухса каять, кĕçех алшăллипе витнĕ сарлака чашăк илсе кĕрет. Алшăллине уçсан, унта чĕлхе выртнине курах каяççĕ.
- Эзоп, эсĕ чĕлхе илсе килтĕн вĕт!
- Вăл вара тĕнчери чи илемлĕ япала мар-и? Пирĕн чĕлхе ырă, кăмăллă, юрату сăмахĕсем калать, çынсем хушшинчи туслăха çирĕплетет.
Тем вăхăт иртсен, хăнасем.
- Санăн тарçу тĕнчери чи хăрушă япала илсе килтĕр, -теççĕ.
Эзоп çав чашăкпах таврăнать. Алшăлли айĕнче каллех чĕлхе выртнă.
Хăнасем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ.
-Эзоп, эсĕ татах чĕлхе илсе килнĕ-çке.
- Ку вара чи хăрушши мар-и-ха? Чĕлхепе эпир хамăр тарăхăва кăтартатпăр, ун урлă вăрçă пуçланнине пĕлтеретпĕр, "тарçă" сăмах калатпăр.
Çапла вара, сăмах çынна паттăр пулма та пулăшать, ырă ĕçсем тума хистет, ун чĕринче таса юрату çулăмĕ чĕртет, çав вăхăтрах вăл çынна мĕскĕнлентерет, унăн кăмăлне хуçать, усал ĕçсем патне тĕртет.
Халăхра ăшă сăмаха çу кунĕпе, сивĕ сăмаха хĕл кунĕпе танлаштарнă. Ăшши те, сивви те этем çăварĕнченех тухать. Апла пулсан, сиввине пĕтересчĕ, ăшшине хушса вăйлатасчĕ.
Нина ПЛЕТКИНА,
социаллă педагог.
Нĕркеç вăтам шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"