14 марта 2017 г.
Часах юр кайса пĕтĕ, ăшă кунсем пуçланĕç. Унпа пĕрлех пушар тухас хăрушлăх та пысăкланать. Çурхи канмалли кунсенче уçă сывлăшра вăй пухас текенсем йышлă. Çавăнпа та вăрманта хăвăра тытмалли йĕркесене çĕнĕрен аса илтерни вырăнлă пулĕ.
Вăрмана канма е похода кайнă чухне пуртă, хуçланакан кĕреçепе витре илĕр. Тĕтĕм шăршине сиссенех мĕн çуннине çывăха пырса пăхăр. Çулăма çывăхри юхан шывран шыв сапса сỹнтерĕр, çĕрпе хуплăр. Ал айĕнче шыв пулмасан, çулăма сỹнтерме лăсăллă йывăçсен турачĕсемпе, йĕпе тумтирпе, хулăн пуставпа усă курăр. Пысăк мар çулăма урапа таптаса йывăçсем патне çитме ан парăр. Пулăшу ыйтма çывăхри яла чĕнме ярăр.
Пушара сỹнтерсен тỹрех пăрахса ан кайăр, вăл тепре хыпса илме пултарать. Вăрманти пушар çинчен çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр: 8-800-100-94-00 - Рослесхоза, 8(8352)40-24-00 - Чăваш Республикинчи вăрман пушар хуралне. Тата Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçне 5-13-23 е 101, вăрман арендаторне 8-937-377-88-55 телефонсемпе шăнкăравласа вут ăçта хыпса илнине калăр.
Хăвăр вăй çитереймесен хăрушлăхсăр вырăна пăрăнса çỹлерех асăннă номерсемпе пушар вырăнĕ çинчен шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Торфлă вырăн (шурлăх) çунать пулсан пĕччен сỹнтерме ан шутлăр, çиле хирĕç утăр, ура айне тимлĕн, патакпа хыпашласа пăхса пырăр. Çĕр çунни тата унран тĕтĕм тухни пушар çĕр айне кайнине кăтартать, торф шалтан çунса пушă вырăнсем хăварать. Вĕсене кĕрсе ỹкесрен асăрханăр.
З.ИСТРАТИЙ,
Ирçе Çармăс участок лесничествин арендаторĕ.
Источник: "Каçал Ен"