АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автотранспорт тарифĕсем улшăнчĕç

14 марта 2017 г.

2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттарса çỹрекен автотранспорт çинче çĕнĕ тарифсем çирĕплетнĕ.

Хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттаракан транспортсен малтанхи тарифĕсене 2015 çулхи февраль уйăхĕнче 2013 çулхи шая тĕпе хурса палăртнă пулнă. Çавăнпа ку тарифсемпе Чăваш Республикин территорийĕнче 4 çул усă курнă.

2017 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикин чиккинче тăтăшах муниципалитетсем хушшинче пассажирсене тата багажа турттаракан автомобиль транспорчĕсен тарифĕсене йĕркелесе пырасси çинчен" Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Постановленине тĕпе хурса хулаçум тата хуласем хушшинчи пассажирсене турттарса çỹрекен автотранспорт çинче тарифсене çирĕплетнĕ. Вĕсен хакĕ 2016-2017 çулхи инфляци шайне тĕпе хурса 9,6 процент ỹснĕ.

Хулаçум автотранспорчĕ çинче халĕ тỹрех укçан тỹленĕ чухне - 2,62 тенкĕ/çухрăмшăн (0,23 тенкĕлĕх ỹснĕ); çул çỹревшĕн карттăпа тỹленĕ чухне - 2,09 тенкĕ/çухрăмшăн (унчченхи шайрах); хуласем хушшинчи çулсем çинче - 2,87 тенкĕ/çухрăмшăн (0,25 тенкĕлĕх ỹснĕ). "Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар" ("Çĕнĕ Шупашкар - Шупашкар") маршрутсем çинче пассажирсене тата багаж турттарса çỹрекен автотранспорт çинче тарифсене çакăн пек çирĕплетнĕ. Пĕр хутчен çула тухнăшăн тата пĕр багажшăн "М3" категориллĕ транспорт хатĕрĕсем çинче çул çỹрев карттисемпе усă куракансем - 20 тенкĕ, укçан 21 тенкĕ тỹлеççĕ. "

"М2" категориллĕ транспорт хатĕрĕсем çинче çул çỹревшĕн ятарлă карттăллисен 24 тенкĕ, укçан 25 тенкĕ тỹлемелле.

Çавăн пекех хулаçум автотранспорчĕ çинче пĕр уйăх çỹреме ирĕк паракан ятарлă билет хакĕ те 9,6 процент ỹснĕ. Пассажирсене турттарас ĕçре тăкаксен виçи улшăннăран ку чухне тарифсене çĕнĕрен пăхса тухмалли сăлтав пулса тăнă та.

Çакна палăртмалла, пассажирсен интересĕсене хỹтĕлесе чылай çын усă куракан тата социаллă пĕлтерĕшлĕ хулаçум автотранспорчĕ çинче укçан тата çул çỹревшĕн ятарлă карттăпа тỹлемелли тарифсем хушшинчи уйрăмлăха сыхласа хăварнă.

СПРАВКА: "Чăваш Республикинче автомобиль транспорчĕсемпе пассажирсене турттарса çỹрессине йĕркелесси çинчен" Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн муниципалитетсен маршручĕсем çинче пассажирсене турттармалли тарифсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çирĕплетеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика