АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пленум иртрĕ

14 марта 2017 г.

 Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ĕç, вăрçă, çар тата сыхлав органĕсен ветеранĕсен совечĕн юбилей пленумĕ иртрĕ.

Унта районти ветерансен совечĕн тата вырăнти ветерансен организацийĕн ревизи комиссийĕсен членĕсемсĕр пуçне ытти учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Пленум пуçланиччен ветерансен юхăмĕн активисчĕсене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев хăйĕн докла-дĕнче, 1987 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен конференцийĕ районти ветерансен организацине туса хунăранпа 30 çул çитнĕ ятпа çак залрах пуçтарăннине тата унта 154 делегат хутшăннине асăнса хăварчĕ. Вăл вăхăтра районта 7200 ветеран пурăннă, вĕсенчен 127-шĕ - вăрçă инваличĕсем, 732-шĕ вăрçă витĕр тухнисем шутланнă, 716-шĕ - Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсен çемйисем пулнă. Районта пурăнакан халăхран 26 проценчĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсем пулнă, 1988 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне халăх шучĕ 28890 çынпа танлашнă.

Районти ветерансен организацийĕ ветерансен 45 уйрăмне çыхăнтарса тăрать. Паянхи куна районта 8070 пенсионер пурăнать, вĕсенчен 700-ĕшĕ социаллă пенси илеççĕ, ĕçлекен пенсионерсен шучĕ - 1075 çын, ĕç ветеранĕсем - 3954 çын, тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă куракансем - 5530. Районта 24 вăрçă ветеранĕ пурăнать, вĕсенчен 19-шĕ - фронтовик.

Районти ветерансен совечĕн председателĕн çумĕ Василий Пундяков, районти пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева тухса калаçрĕç.

Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн И.Я.Салмина, Н.Д.Краснова, Ю.С.Тимофеева "Ветерансен организацийĕн хисеплĕ ветеранĕ" ят пама йышăнчĕç. Организацин Хисеп кĕнекине П.В.Лапшина, Л.М.Макаровăна, П.Т.Ядрова, К.В.Жестянкинана, М.И.Федоровăна, А.И.Турханова кĕртме йышăнчĕç. Вырăнти ветерансен организацийĕн председателĕсене А.А.Петровăна, В.Г.Яндрова, Т.Г.Красновăна, П.В.Лапшина, П.К.Краснова, В.В.Белкова, В.А.Герасимова Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

В.Т.Акчурина, В.В.Микенинăна, В.И. Пундякова, И.А.Никитинăна район администрацийĕн Хисеп грамотисене пачĕç.

Ю.ТИМОФЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика