14 марта 2017 г.
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула тата муниципаллă район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси унта тĕп темăсенчен пĕри пулнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, кăçал çурхи ака ĕçĕсене 585 пин гектар çинче пурнăçламалла. Ку вăл 2016 çулпа танлаштарсан 8,7 пин гектар е 1,5 процент пысăкрах.
ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал агропромышленноç комплексне пулăшма 2256,8 миллион тенкĕ пăхса хунă (пĕлтĕрхинчен 6,7 процент нумайрах).
Паянхи куна илес пулсассăн, республикăра ял хуçалăх продукцийĕсем туса кăларакан предприятисене патшалăх 220 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Çитес вăхăтра 47,6 миллион тенкĕ субсиди уйăрма планланă.
- Çуракине хатĕрленес ĕç палăртнă пекех пырать. Паллах, хăшпĕр муниципалитетсен "туртăнмалла-ха", эпир вĕсен ĕç-хĕлĕпе кунсерен паллашатпăр, çыхăну тытсах тăратпăр, - палăртнă Сергей Артамонов.
- Çĕр вăл - халăх пурлăхĕ. Унăн пушă выртмалла мар, кашни лаптăк усă кỹтĕр. Çĕрпе ĕçлес кăмăллă инвесторсем пур. Эсир вара ĕçлеме ỹркенетĕр. Район ертỹçисен усăсăр выртакан çĕрсемпе ытларах ĕçлемелле, - тенĕ Михаил Игнатьев.
Источник: "Каçал Ен"