10 марта 2017 г.
Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен регион шайĕнчи олимпиади иртрĕ. Олимпиадăра 9-11-мĕш классенче вĕренекен 158 ача тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенчен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ ачасем те пулчĕç.
Олимпиадăна районти 6 вĕренекен хутшăнчĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекенĕсем Алина Кузьминапа Ирина Макарова чи пултаруллисем пулчĕç (вĕрентекенĕ - Татьяна Ермолаева). Алина Кузьмина - олимпиада çĕнтерỹçи, Ирина Макарова - призер.
С.АТЛАСКИНА.
Источник: "Каçал Ен"