10 марта 2017 г.
Анне… Анне - чи хакли тĕнчере. Анне пурри телей. Пурнăç алăкне уçма пире анне пулăшать. Пĕчĕкренех вăл пире тăрантарнă, çĕрĕ-çĕрĕпе сăпка патĕнчен кайма пĕлмен. Кайран вара, ỹссе çитсен, сăмахран, эпир каçхине урама уçăлма тухсан, пирĕншĕн çĕр çывăрмасăр пăшăрханать.
Манăн анне Лариса Владимировна Иванова. Вăл "Асаново" ял хуçалăх предприятийĕн сĕт-çу ферминче доярка пулса ĕçлет. Анне хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста. Вăл нумай çул хушшинче ĕçĕн кăткăслăхне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, йывăрлăхĕсене парăнтарма хăнăхнă. Аннене ĕçре тăрăшуллă пулнăран пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе чысланă. Ăна хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынишăн, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хисеп грамотипе тата алла çыхмалли сехетпе чысланă. Ман шутпа, ку пысăк çитĕнỹ. Килте те анне ывăнма пĕлмесĕр ĕçлет. Пĕр кунта мĕн чул ĕç тăвать вăл. Çав вăхăтрах вăл пире, виçĕ шăпăрлана та çитĕнтерет, тивĕçлĕ воспитани парать, хăйĕн юратăвне пире парнелет. Вăл маншăн тĕслĕх вырăнĕнче.
Анне тăрăшуллă та вăр-вар, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăракан хĕрарăм. Эпĕ аннене юрататăп, хисеплетĕп. Анне умĕнче эпир ĕмĕрех парăмра.
Катя ИВАНОВА.
Асанкасси вăтам шкулĕ.
Источник: "Каçал Ен"