10 марта 2017 г.
Унра ỹкерес ăсталăх вышкайсăр пысăк. София кăмăл хавас чухне те, пусăрăнчăкрах пулсассăн та ỹкерет те ỹкерет. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тени шăп та шай ун пирки каланăнах туйăнать.
Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Ларисăпа Петр Индюковсем хăйсем те маттур, хĕрĕсене те çак ăсталăха пĕтĕмпех панă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлỹ пухакан София Индюкова ỹкерме ашшĕнчен вĕреннĕ, вăл унăн ĕçне малалла тăсать. Хĕрĕн ỹкерчĕкĕсене пуçласа курсассăн, тĕлĕнтĕм. Епле хитре вĕсем, пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланăскерсем.
- Атте çав тери ỹкерме ăста. Ăна кура хам та пĕчĕклех алла кăранташ тытрăм. Шел пулин те, вăл юлашки вăхăтра ỹкермест. Ялта пурăнаканăн ỹкерсе ларма вăхăчĕ çителĕксĕртерех. Пултарулăхăма тата та малалла аталантарасси канăç паманран университета çул тытрăм, музыка тата ỹнер вĕренĕвĕн факультетне вĕренме кĕтĕм. Халĕ ĕнтĕ эпĕ 2-мĕш курс студенчĕ. Ăсталăха, пултарулăха ỹстерес тесе куллен студент çулне такăрлататăп. Педагогсем вĕрентнине ăша хыватăп, çĕнĕрен те çĕннине пĕлме ăнтăлатăп, - каласа парать София.
Çамрăк хĕр университетра пĕлĕвне ỹстернипе пĕрлех, студентсен пултарулăхĕн "Королевство снов" мода театрĕнче ăсталăхне туптать. Кунта вĕренекенсем тĕрлĕ тум-тир çĕлеççĕ, вĕсене хăйсемех шутласа кăлараççĕ. Мода кунĕсене йĕркелеççĕ, сценарисем çыраççĕ. Республикăра иртекен тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Студентсем чăн-чăн пултарулăх лаççинче ĕçлеççĕ. Вĕсем - пулас модельерсем.
Ахальтен мар, ỹкерме тата тĕрлĕ кĕпе тум-тир çĕлеме кăмăллаканскер, пулас профессине шăпах модельер ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. Çĕнĕрен те çĕнĕ тум-тир ăсталама ĕмĕтленет пултаруллă хĕр. Çавна май хальлĕхе вăл "çанă тавăрсах вĕренет", тавракурăмне ỹстерме тăрăшать.
Мал ĕмĕтлĕ София тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессе, ăсталăхне ỹстерсе пире хăйĕн ỹкерчĕкĕсемпе выставка йĕркелесе савăнтарасса иккĕленместĕп. Унăн пултарулăхĕ иксĕлми.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"