АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке кун çути курĕ

10 марта 2017 г.

 2018 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Раççейри чикĕ сыхлакансен вăйне туса хунăранпа 100 çул çитет.

Районти пограничниксемшĕн çак кун пысăк уяв пулĕ. Çак уява халалласа 2015 çулта Комсомольскинче, 2016 çулта Вутлан ялĕнче палăксем уçăлчĕç. Вутланри палăка уçас тесе Леонид Киргизов пограничник нумай тăрăшрĕ. Çитес çулхи майăн 28-мĕшĕ тĕлне Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче те палăк лартас ĕç пырать. Ку енĕпе Михаил Смирнов пограничник нумай тăрăшать. Пирĕн районта тĕрлĕ çулсенче 500 яхăн яш чикĕ хуралĕнче тăнă. Чылайăшĕ хальхи вăхăтра пирĕн хушăмăрта çук. Çапах та вĕсен тăванĕсем, пĕлĕшĕсем пурăнаççĕ.

Районти "Пограничное братство" обществăлла организацин правленийĕ çитес пысăк уява халалласа пограничниксем çинчен кĕнеке кăларма йышăнчĕ. Çак ĕçе чикĕ хуралçисем хаваспах хутшăнĕç тесе шутлатпăр. Мĕнрен пуçламалла-ха? Кашни пограничникăн хăйĕн çинчен вырăсла автобиографи çырнине организацин правленине çитермелле. Унта ăçта службăра пулнине, наградăсем çинчен çырса пĕлтермелле. Салтак формипе ỹкернĕ сăнỹкерчĕксем пулмалла. Ку ĕçе вăраха ярас марччĕ. Мĕншĕн тесен кĕнеке кăларасси çăмăл ĕç мар.

Майăн 1-мĕшĕччен автобиографие правленине çитермелле. Тĕрлĕ ыйтусем пулсан çак телефонсемпе шăнкăравлăр: 8-960-300-38-05 - А.С.Терентьев, 8-927-853-53-83 - Г.Н.Филиппов. Кĕнеке кăларас ĕçре спонсорсем те хастар пуласса шанатпăр.

А.ТЕРЕНТЬЕВ,

районти "Пограничное братство" обществăлла организацин правлени ертỹçи.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика