10 марта 2017 г.
Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче 10-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем пуйăсри купене билетăн çур хакне çеç тỹлесе çỹреме пултараççĕ.
Ку çăмăллăхпа пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа акан 2-мĕшĕччен усă курма май пур. Билета йỹнĕрех хакпа пушăн 7-мĕшĕнченех сутма тытăнаççĕ.
Билета вокзалти кассăра е Раççей чукун çул çулĕн официаллă сайтĕнче те саккас пама май пур. Çакăн валли паспорт е çуралнине ĕнентерекен хут кирлĕ. Акцие ашшĕ-амăшĕ канма кайнă чухне тĕпренчĕкĕсене те пĕрле илччĕр тесе йĕркеленĕ. Пĕлтĕр çулла çак çăмăллăх пулăшнипе пуйăспа çула тухнă ачасен йышĕ 16 процент ỹснĕ.
Источник: "Каçал Ен"