10 марта 2017 г.
Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл - чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттурри тĕнчере. Мĕн чухлĕ юрă, сăвă, калав хывнă-çырнă аннесем çинчен. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ пысăк уява та çут тĕнчери чи çывăх çынсене - аннесене, асаннесене, йăмăксемпе аппасене - халалларĕç. "Аннене парнеле чĕре" ("Подари маме сердечко") программа чăн-чăн пысăк уява çаврăнчĕ. Искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕн вĕренекенĕсемпе Надежда Абдюшева педагог концерта килнисене хăйсем ăсталанă илемлĕ чĕресене парнелерĕç. Культура çурчĕн фойинче"Подари маме сердечко" ỹкерчĕксен выставкипе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Вĕренекенсем çывăх çыннисене, амăшĕсене, ỹкернĕ.
Уяв тĕлне хатĕрленĕ концерта "Радуга" ача-пăча сачĕн воспитанникĕсем уçрĕç. "До-ми-солька" ушкăна çỹрекенсем куракансене ташă хыççăн ташă парнелерĕç. "Островок" ташă ушкăнĕ те куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ ташăсемпе савăнтарчĕ. 6 çулхи Дарья Прохорова "Два крыла" сăвва вуланă чухне залра ларакансем куççульленсе те илчĕç. Мĕн тери хаклă çын-çке вăл анне. Вăл пур чухне эпир чăннипех те хỹтлĕхре. Вăл пире ачашлăх парнелет, упрать.
Ачасем юрлани, ташлани, сăвă калани кашни çын чĕринче çепĕç туйăм çуратрĕ. Ахальтен мар залра ларакансем кашни пĕчĕк артиста тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Кунта вара уйрăмах уяв программине хатĕрлекенсене, ачасене ташлама-юрлама вĕрентекенсене асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. Искусство шкулĕн педагогĕсем Татьяна Иванова хореограф, Надежда Абдюшева, "Радуга" ача сачĕн музыка учителĕ тата "До-ми-солька" ушкăн ертỹçи Ольга Еремеева, культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем хĕрарăмсем валли чăн-чăн пысăк уяв йĕркелесе пачĕç.
- Кун пекки тахçантанпах пулманччĕ. Маттур ачасем. Юрлама та, ташлама та ăста! - терĕç концертран тухакансем.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"