10 марта 2017 г.
Республикăра тата 21 фельдшерпа акушер пункчĕ тума электрон аукционĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Строительствăна федераци бюджетĕнчен - 2,5 млн, Чăваш Ен хыснинчен 73,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Вĕсенчен пĕри районти Хырай Ĕнел ялĕнче хута каймалла. Пĕр ФАПăн строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама малтан пăхнă чи пысăк хак - 3603,9 пин тенкĕ. Аукциона пĕтĕмлетсен подряд организацине вĕсемшĕн миçе тенкĕ тỹлесси паллă пулĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енре 25 ФАП ĕçе кĕртнĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçал та çавăн чухлех хута яма шантарать.
Источник: "Каçал Ен"