10 марта 2017 г.
Пушăн 3-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ "çавра сĕтелре" Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин ỹсен-тăран, механизаци, химизаци тата ỹсен-тăрана хỹтĕлекен департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев Чăваш Енри çĕрулмипе хăмла Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ культурăсем шутланнине, республикăра ăна çитĕнтермесен çĕршыв "симĕс ылтăнсăр" юлма пултарассине палăртнă. 2016 çулта тĕнчипе пурĕ 53011 гектар çинче 93855 тонна хăмла туса илнĕ. Каласа хăвармалла, пысăк кăтартусенче Германипе АПШ тỹпи пысăк. Раççей вара 350 тонна çеç пухса кĕртнĕ. Апла пулсан та, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республика Раççейре "симĕс ылтăн" туса илекен тĕп регион шутланать - кунта çĕршыври пĕтĕм хăмлан 90 ытла про-центне пухса кĕртеççĕ. Ыттине Мари Элпа Алтай тăрăхĕ çитĕнтерет.
"Çавра сĕтелре" Раççейри хăмла ăстисен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Горланов отрасль умĕнчи çивĕч ыйтусене хускатнă, урăх çĕршывсен опычĕпе паллаштарнă. Пухăннисем хăмла производствин калăпăшне пысăклатмалли майсем çинче чарăнса тăнă. Петр Чекмарев ăнсăртран мар пуль çак отрасле çине тăрсах пирĕн республикăра "симĕс çутă" пама тăрăшать. Проектсемпе килĕшỹллĕн РФ Правительстви вăхăтра пулăшсан - ĕç тухмаллах.
Источник: "Каçал Ен"