10 марта 2017 г.
Информкунра çак темăсене сỹтсе явма палăртнă: çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси; кăçал çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçласси; пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси; çурхи шыв-шуртан асăрханса тĕрлĕ мероприятисем ирттересси; территорисене тирпей-илем кĕртесси.
Çавăн пекех информаци кунĕнче ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май, право йĕркине пăснине, юлашки вăхăтра çынсене карас телефонсемпе тата банк карттисемпе усă курса улталасси ỹсни çинче чарăнса тăраççĕ. Хумхантаракан ыйтусене пĕрле сỹтсе яваççĕ. Республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ырă кăмăллăх марафонĕ старт илни, унта çынсем хутшăнни те - тĕп темăсен йышĕнче пулĕ. Кашниех ырă ĕç тума васкар.
Источник: "Каçал Ен"