АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн тупăшрĕç

06 марта 2017 г.

 Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах çитĕнĕвĕсем те нумай кĕттермеççĕ. Районта пурăнакансене спорта явăçтарма условисем çителĕклĕ, тĕрлĕ ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. "Каçал ен" хаçат редакцийĕ те çак сăваплă ĕçе тỹпе хывса çулсерен, кĕркуннепе çуркунне, çуран тата йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем йĕркелет. Спорта юратакансем унта хаваспах хутшăнаççĕ.

Акă иртнĕ шăматкун, мартăн 4-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕнче спортсменсем черетлĕ тупăшăва, хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва, пуçтарăнчĕç. Хĕвеллĕ, уяр çанталăк хавас кăмăл парнелерĕ, хăвăртрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хистерĕ. Ăшă çанталăк юлашки вăхăтра юра самай ирĕлтерчĕ пулин те, йĕлтĕр трассипе ярăнма çав тери кăмăллă пулчĕ.

Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина, республикăри "Пограничное братство" пĕрлешỹ председателĕ Анатолий Шорников, районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Геннадий Филиппов саламласа ăнăçу сунчĕç. "Паян чи маттуррисем, çаврăнăçуллисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç", - терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.

Малалла районти тĕп шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Пурĕ ăмăртăва 6 команда хутшăнчĕ: Шурут, Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Тăманлă Выçли, Хырхĕрри тĕп шкулĕсем. Хĕрсемпе каччăсем хĕрỹ тупăшура çĕнтерĕве алăран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша Хирти Явăшсем чи малтан çитрĕç. Шурутсем - иккĕмĕш. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан парăнтарса Нĕркеç вăтам шкулĕн команди çитрĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем финиша - иккĕмĕш, Шурутсем виççĕмĕш çитрĕç. Çĕнĕ Мăратсем тăваттăмĕшсем пулчĕç. Эстафетăра 4 шкул çеç вăй виçрĕ. Сăмах май каласан, çак шкулсен командисем çулсеренех çĕнтерỹçĕсен йышĕнче.

Шел те, ăмăртăва районти пур шкул команди те хутшăнмарĕ. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер, Хырай Ĕнел, Хирти Мăнтăр вăтам, Александровка тĕп шкулĕсен вĕренекенĕсене стартра курмарăмăр. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Ачасемпе педагогсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаççĕ-шим? Е вĕсем ăмăртăва хутшăнма вăхăт тупайман? Питĕ шел. Пысăк шкулсенче вăйлăрах йĕлтĕрçĕсене суйласа илмелĕх те пур ĕнтĕ, çакнашкал турнирсене хутшăнмаллах пек те? Ачасене шкул саккинченех йĕлтĕр спортне юратма хăнăхтармасан тата хăçан вĕрентмелле? Ку çав вĕренỹ заведенийĕсенче йĕлтĕр спорчĕ çине алă сулниех.

Ăмăртăва районти предприятисемпе организацисен командисем те хутшăнасса шаннăччĕ. Анчах та райпо команди çеç старта тухрĕ. Вĕсем пĕрремĕш пулчĕç.

Кашни ушкăнри çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци "Каçал ен" хаçата 2017 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнтарса парать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов малти виçĕ вырăна йышăннисене пылак çимĕçпе - тортсемпе - савăнтарчĕ. Республикăри тата районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ малти вырăнсене йышăннă командăсене кубоксемпе тата медальсемпе чысларĕ.

Эстафетăна йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн "Пограничное братство" пĕрлешỹ председательне Анатолий Шорникова, Геннадий Филиппова, Петр Степанова, Петр Краснов депутата, "Кĕтне" ФСК судйисене, Юрий Боровкова чунтан тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика