АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут тĕнчене килни хăех парне

06 марта 2017 г.

 ...Хĕрарăм!

Ялан юрру янратăр сан.

Куçу хĕлхем сапать пулсан,

Санăн куллу хавас пулсан,

Çут тĕнчере телей те пур,

Этемлĕхĕн пуласлăх пур,- янăрать Роза Шевлепин "Яшка пĕçернĕ чух çуралнă йĕркесем" ярăмри пĕр сăвă. Чăн та, чылай чухне хĕрарăм пурнăçри чи пысăк пулăмсем пирки тĕпел кукринче тăнă чухне шухăшлать, тавçăрать-тĕр. Маттур та вăр-варскер пушă вăхăт тупăнсанах палăртнине туса та хурать. Комсомольскинче пурăнакан Валентина Иванова пирки те çаплах каламалла. Çепĕç мăшăр, юратнă анне, ырă кукамай ятне тивĕçнĕскер пурнăçра чăннипех те ĕçчен та пултаруллă. Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Комсомольскинче тĕпленнĕ. Кунта вăл юратнă мăшăрне тĕл пулнă, çемье çавăрнă, ача-пăча çуратнă.

Шурутри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр Комсомольскинчи çăкăр пĕçерекен заводра ĕçлеме пуçлать. Каярах, 1988 çулта, "Кооператор" ОООна ĕçе вырнаçнă. Асăннă предприятире Валентина Петровна 29 çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшать. Валентина Ивановăна, ĕçри ỹсĕмĕсене палăртса, пĕрре кăна мар Тав хучĕ, Диплом, Хисеп грамоти парса чысланă.

- Малтанах сăра пĕçернĕ çĕрте ĕçлеттĕмччĕ. Унта эпир сменăпа тăрăшнă. Паянхи кун вара тутлă шыв кăларакан çĕрте вăй хуратăп. Ĕçе ирхи ултă сехетре çитетпĕр те каçченех ура çинче. Хăнăхнă вырăнта тăрăшма кăмăллă. Коллектив туслă, ĕçтешсем маттур пулни ĕçлеме хавхалантарать, - паллаштарчĕ кулленхи ĕçпе Валя аппа.

"Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă", - теççĕ халăхра. Пушă вăхăтра хĕрарăм ал ĕçĕпе кăсăкланать, килтисемшĕн тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллать. Çулла-кĕркунне вĕсем çемйипех вăрмана кăмпа-çырла татма çỹреççĕ. Хĕле валли варени, маринадланă кăмпа чылай хатĕрлеççĕ. Çемйи тенĕрен, Валентина Петровнăпа Александр Сергеевич икĕ хĕрпе ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Катьăпа Оля çемье çавăрса ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен "вĕçсе" тухнă. Кĕçĕнни - Максим - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлỹ пухать.

Валентина Петровна, пултаруллă та хастарскер, кашнине пулăшма, савăнтарма тăрăшать. Тарават та ырă кăмăллăскере килте те, ĕçре те хисеплеççĕ.

- Пурнăç тыткăчи - хĕрарăмра. Маншăн пĕрремĕш вырăнта - çемье, ачасем, мăнуксем. Вĕсем çумра пулни, килĕшỹпе юратура пурăнни темĕнле мулран та хаклăрах. Çак çут тĕнчене килнĕшĕн Турра тав тăватăп. Кашни çĕнĕ кунпа савăнатăп, - тет маттурскер.

Мăшăрĕпе ачисен, çывăх çыннисен юратăвĕ Валентинăна пурнăçра та, ĕçре те пулăшса пырать.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика