АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăнтăра вĕçме пулать

03 марта 2017 г.

 Шупашкартан çулла кăнтăр енне каяс текенсем халех билет туянма пултараççĕ.

"Саратовские авиалинии" компани Шупашкартан Анапăна авиабилет малалла сутать. Ку рейспа кăçалхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен вырсарникунсерен турттарма тытăнĕç. Кунсăр пуçне самолет "Шупашкар - Симферополь" направленипе çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен вĕçме тытăнмалла. Унта шăматкунсерен рейса "Як-42" тухĕ. Аса илтерер, Анапăна Чăваш Ен тĕп хулинчен самолет 22 çул вĕçет.

Сăмах май, "Нордавиа" компани те Шупашкартан Симферополе билет сутать. Шупашкар аэропорчĕн билет кассинче пĕлтернĕ тăрăх, "Боинг-737" самолет çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен эрнекунсерен çула тухĕ. Çул çинче вăтамран 2 сехет те 45 минут иртĕ. Билета авиакомпанисен сайтĕнче е аэровокзал кассинче туянма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика