03 марта 2017 г.
Кашни çулах, нарăс уйăхĕнче, математика тата информатика предмечĕсене вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе, методикăн тата информаципе коммуникаци технологийĕсен çĕнĕ мелĕсемпе урокра тата класс тулашĕнчи ĕçре усă курнин шайне ỹстерес тĕллевпе фестивале пуçтарăнаççĕ.
Кашниех хăйĕн урокĕсенче е класс тулашĕнчи мероприятире тĕрлĕрен çĕнĕлĕх-семпе епле усă курма пулнине кăтартса пама тăрăшрĕ. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕн учителĕсем 11-мĕш класра вĕренекенсене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенчи чи йывăр задачăсене ансатрах шутлама май пуррине кăтартса пачĕç. Наталья Салмина логарифмпа çыхăннă танмарлăхсене çăмăлрах меслетпе шутлама вĕрентрĕ. Валентина Краснова, Нина Совина физика предмечĕн задачисене шутламалли мелсемпе экзаменсенче мĕнлерех усă курмалли çинче чарăнса тăчĕç. Информатика предметне вĕрентекен Тамара Никифорова вĕренекенсемпе пĕрле "Системы счисления" темăпа çыхăннă задачăсене пăхса тухрĕç. Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем Лидия Глинкинăпа Надежда Тихонова математикăпа усă курса çемье бюджетне мĕнле ỹстерме е тăкаклама пулнине ачасемпе пĕрле шĕкĕлчерĕç. Петр Родионов 9-мĕш класра вĕренекенсемпе информатика предмечĕн тĕнчине "Своя игра" телепередача вăйĕпе парăнтарчĕç. Наталия Сереброва 7-мĕш классемпе геометри фигурисене трансформер мелĕпе ăсталарĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Ирина Смирнова, Александровка тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ Лариса Антонова математикăпа экологи службин çыхăнăвĕпе паллаштарчĕç. Маргарита Григорьева педагог (Кĕçĕн Çĕрпỹел) ачасемпе математика биатлонĕ ирттерчĕ. 8-мĕш класс ачисене химипе математика предмечĕсем тачă çыхăнса тăнине Гульнафис Азмуханова тата Алина Фасхутдинова (Урмаел) паллаштарчĕç. Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Гелия Айсын интернет, унти IP-адрес мĕнлерех пулни çинче чарăнса тăчĕ.
5-6-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемшĕн те фестиваль кунĕ асра юлчĕ. Нина Константинова педагог "çиччĕ" асамлă число пулнине каласа кăтартрĕ. Ирина Крылова (Хирти Мăнтăр) вĕренекенсемпе математика турнирĕ ирттерчĕ.
Педагогсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса пуян опытпа паллашрĕç, çĕннине ăша хыврĕç. Паха опыт вĕренỹре кирлех.
И.КИРИЛЛОВА,
Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕрентекен
Источник: "Каçал Ен"