03 марта 2017 г.
Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен юханшывсем хĕрринче ялсем йĕркеленĕ, ака-суха туса пурăннă. Аслисене сума сăвасси, тав тăвасси те пирĕн авалтан килекен ырă йăла. Чи сумлă та маттур, пур ĕçре те пуçаруллă çынна вара несĕлсем ыттисене ертсе пыма шаннă. Вĕсене ялта староста тенĕ.
Акă, Александровкăра пурăнакан Аркадий Егорович Абрамова та ял старости пулма ахальтен шанман. Вăл пултаруллă, пур енчен те вăр-вар. Аркадий Егорович, 1946 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче кун çути курнăскер, ĕмĕрне Александровка ялĕпе çыхăнтарнă. 1961 çулта Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт Вольск хулинчи техника училищине вĕренме кĕрет. Çулталăк çурăран слесарь профессине алла илсе Саратоври хими комбинатне ĕçлеме вырнаçать. Часах çамрăка çара илеççĕ.
- Хальхи пек пĕр çулталăк çеç мар, чикĕ хуралĕнче виçĕ çул сыхă тăтăмăр. Тăван тăрăха таврăнсан районти электроподстанцие ĕçлеме вырнаçрăм, - тет Аркадий Егорович иртнине аса илсе.
Çамрăк каччă çут малашлăх пирки ĕмĕтленсе тата пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе Орехово-Зуево хулине çул тытать. Вăл кунти индустрипе педагогика техникумĕнче тăватă çул ăс пухнă хыççăн техник-электрик тата производство мастерĕ специальноçсене алла илет.
Дипломлă специалиста ял пурнăçĕ илĕртет. Вăл тăван тăрăха таврăнса малтанхи ĕç вырăнĕнче электрикре тăрăшать. Ĕçчен каччăна ыттисем те "кураççĕ" - Мускаври "Эмитрон" заводăн Комсомольскинчи филиалне ĕçлеме йыхравлаççĕ.
- 1983 çул маншăн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вăл çулхине Канашри лакпа краска хатĕрлекен завод районти кивĕ мастерской территорийĕнче хăйĕн филиалне хута ячĕ. Эпĕ çĕнĕ вырăна ĕçе вырнаçрăм. Пластик тата синтетика изделийĕсен заводĕнче çар чаçĕсем валли маскировочнăй сеткăсем, сĕтел-пукан промышленноçĕ валли кирлĕ вак хатĕрсем кăлараттăмăр. Вун виçĕ çул иртни сисĕнмерĕ те. Юлашки пилĕк çулĕнче эпĕ директор çумĕччĕ ĕнтĕ, - сỹтĕлет аса илỹ çăмхи.
Аркадий Егорович "Слава" колхозра вăрман мастерĕ пулса вунă çул тăрăшнă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.
- Сехет йĕппи шав малалла шăвать, вăхăт та çаплах хăвăрттăн чупать. Мăшăрăмпа, Галинăпа, икĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Халĕ пирĕн виçĕ мăнук. Эпир вĕсемпе савăнатпăр, - арçыннăн куçĕсем мăнаçлăхпа тулчĕç. - Çапах та пурнăç чăрмавсăр, пăлханмасăр иртмест.
Староста пулнă май, Аркадий Егоровича Кĕтне çинчи пĕве шăпи канăç памасть иккен.
- Вăхăтĕнче çак юханшыв çинче гидротехника сооруженийĕ пулнă. Халь вара чун ыратать: пĕве ишĕлнĕ, шыва уçса-хупса тăракан шлюзĕ çĕрсе тутăхнă, авăннă. Пĕве пирки калас пулсан - ăна çурхи шывсем тахçанах татса-çурса пĕтернĕ. Пĕве урлă ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвне вăрман хĕррине хăваланă. Çынсен кĕтỹ кĕтмелли пĕртен-пĕр вырăн - ку вăл вăрманпа Кĕтне шывĕ хушшинчи çаран. Халь ял халăхĕн кĕтỹ ăçтан хăваламалла? - чун ыратăвне пĕлтерчĕ Аркадий Егорович. - Эпир, Александровкăра пурăнакансем, çак пĕвене тĕпрен юсаттарас тетпĕр. Ара, ăна юсасан епле аван пулмалла!? Çакна та каласа хăварам, ку пĕве тапса тăракан çăл çинче вырнаçнă.
- Староста тивĕçĕ - ялта тирпей-илем тытса тăрасси, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшасси, - паллаштарать вăл хăй ĕçĕпе тĕплĕнрех.
Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Любовь Поляковăпа пĕрле ĕçлеççĕ, унăн хушăвĕсене кĕске вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ ялти хастар çынсем. Тĕслĕхрен, умра - çур кунĕсем. Çул хĕррисене, урамсене тирпейлемелле. Çак ĕçе ял-йыш хутшăнасса шанать староста.
Вашаватлăхпа уçă кăмăл, тараватлăхпа пĕр-пĕриншĕн тăрăшни, тăван тăрăха хитрелетес, ăна упрас тени - кашни çыннăн пирвайхи тивĕçĕ! Аркадий Абрамов евĕрлĕ вут чĕреллĕ çын нумай пулсан пирĕн пурнăçпа тăван кĕтес те илемленсе, аванланса çеç пынă пулĕччĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"