АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕ - ывăлĕсенче

03 марта 2017 г.

Тỹпере мĕн чухлĕ çăлтăр, çавăн чухлĕ шăпа. Кашни çыннăн хăйĕн çулĕ, анчах та çамрăк мĕнле сукмак çине пусасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен, çемьерен нумай килет.

Кайнлăк ялĕнче пурăнакан Рамзияпа Ильгам Гайзатулинсем иртнĕ кунсенче Тав хучĕ илчĕç. Вăл вĕсен вăтам ывăлĕ Ильмаз çар службинче тăракан чаçрен килнĕ. 3-мĕш мотострелоксен вĕренỹ ротин командирĕ Евгений Воробьев Ильмаз хăйне ырă енчен кăтартнине, хушусене вăхăтра пурнăçлама пултарнине, сăпайлă, ăслă тата пуçаруллă пулнине пĕлтернĕ. Çырура гварди капитанĕ салтака кун-çул парнеленĕ çынсене тĕпренчĕкне хĕсмете тата пурнăç çулĕ çине тухма аван хатĕрленĕшĕн тав тунă.

Ильгам тетепе Рамзия аппа виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ильгам Минзекиевич Мускава ĕçлеме çỹрет, Рамзия Рифкатовна вара "Тав" предприятире тăрăшать. Асли, Ильназ, полицейски, кĕçĕн ывăлĕ, Инсаф, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухать. Ильмаза çар ретне иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн вĕçĕнче илнĕ. Тăрăшуллă та патвар яш кунта юлташсем тупма та ĕлкĕрнĕ. Халĕ салтак БМП механик-водителĕ.

Сăмах май каласан, ку çемьери арçынсем пурте - çĕршыв хỹтĕлевçисем. Кил хуçи, Ильгам Минзекиевич, Калининградра служба ирттернĕ. Ильназ Ростов облаçĕнче авиаци çарĕнче хĕсметре тăнă, Гайзатулинсем уншăн та Тав çырăвĕ илнĕ. Инсаф та пиччĕшĕсем пекех маттур ỹсет. "Ывăлсем çар службине юрăхлă пулнишĕн эпир савăнатпăр, çĕршыва хỹтĕлесси - пĕтĕм арçыннăн тивĕçĕ", - тет çемье пуçĕ.

Ильмаз шкул вăхăтĕнчех йĕлтĕрпе чупассипе малти вырăнта пулнă, шахматпа футбол вăййисене кăмăлланă. Килти хуçалăхра та алă усса ларман, аслисене вăй çитнĕ таран пулăшнă.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе мăнаçланаççĕ, киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килессе кĕтеççĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика