АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сотрудниксене пăхăнмаллах

03 марта 2017 г.

Юлашки вăхăтра йĕркене пăсакан граждансем хăйсен çиллине парăнтараймасăр полици ĕçченĕсем çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем е усал сăмахсем каласа вăрçăнни нумайланчĕ. Вĕсем хăйсен кăра çилне кăтартас тесе-ши е мухтанса, сотрудниксем çине тăма пăхаççĕ. Çакă вара уголовлă ĕç патне илсе çитернине пĕлмеççĕ те тейĕн. Саккун çирĕп ыйтать. Йĕркене пăсрăн пулсассăн явап тытмаллах.

Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çеç сотрудниксем çине алă çĕкленĕшĕн, вăрçăннăшăн административлă 15 протокол çырнă. Граждансене штраф панă.

Асăннă тĕслĕхсем районта та, Елчĕк районĕнче те пулнă. Акă, иртнĕ çулхи март уйăхĕнче П. гражданин çул-йĕр инспекторĕпе вăрçăннă, хăйне кирлĕ пек тытман. Çавăн пекех апрель уйăхĕнче Елчĕкре пулса иртнĕ лару-тăрура та ỹсĕр çын полици ĕçченĕ çине алă çĕкленĕ. С. гражданина РФ Уголовлă Кодексĕн 318 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă, 50 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă. Полици ĕçченне çынсем умĕнче усал сăмахсем каласа хăртнăшăн В. гражданинăн та явап тытнипе пĕрлех 7 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивнĕ.

М.ФРОЛОВ,

полици начальникĕн çумĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика