03 марта 2017 г.
Чечексем ăшне путнă хăтлă та çутă пỹлĕм... Çеçке шăрши сăмсана кăтăклать, пусăрăнчăк кăмăла та самантрах çĕклеме пултарать. Кунти ĕçченсемпе паллашнисем вара "ĕçлекенсем хăйсем те çак чечексенчен кăшт та кая мар", - тейĕç. Чăн сăмахсем.
Комсомольски тĕп библиотеки Чăваш Республикин Культура министерстви ирттернĕ конкурсра "Чи лайăх муниципаллă учреждени" номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Çак конкурса 75 заявка тăратнă пулнă, вĕсенчен 42-шĕ - районсенчи культура çурчĕсем тата 33-шĕ - унти ĕçченсем. Çак паллă сăлтавпа библиотека директорне Инна Ядровăна хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.
- Инна Петровна, хăвăр вулавăш тата кунти ĕçченсем çинчен вулакансене каласа параймăр-ши?
- Районта пурăнакансемшĕн тĕп тата ача-пăча библиотекисен алăкĕсем яланах уçă. Пирĕн учреждени нихăçан та çынсăр тăмасть. Акă, 2016 çулта вулавăшпа ялан усă куракан çын шучĕ 16 пин ытла пулнă, çулталăкра 316 пине яхăн кĕнеке вуланă. Тăрăшакансем пирки каласан - пурĕ 33 çын, вĕсенчен иккĕшĕ "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче ĕçлет. Кашниех - аслă пĕлỹллĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем. Тĕслĕхрен, Валентина Боровковăна илер. Çак ырă кăмăллă та тăрăшуллă ĕçченĕмĕре пур вулакан та паллать. Вăл чун юратнă ĕçре 30 çул тăрăшать. Хăй ĕмĕрĕнче Валентина Георгиевна пĕрре мар Хисеп грамотипе Дипломсене тивĕçнĕ, Тав хучĕсем те сахал мар.
- Кĕнекесем пирки сăмах пуçарсан хăш чух халăхра "чăвашла кĕнеке сахал", тенине илтме тỹр килет.
- Тĕп вулавăш фондĕнче пурĕ 234498 кĕнеке. Паллах, вырăсла кĕнеке чăвашлипе танлаштарсан нумайрах. Кĕнекисем килеççĕ, çапах та эпир çĕнĕрен çĕннине кĕтетпĕр. Çакна та каласа хăвармалла, вулавăшсене авалтанах пулăшакансем пулнă, паянхи кун та унсăр мар. Общество яланах ăслă та тарават, хăйсемшĕн кăна мар, ыттисем çинчен те шутлакан, пулăшма тăрăшакан этемсемпе пуян. Эпир вĕсене меценат тетпĕр. Вĕсем "Вулавăша кĕнеке парнеле" ыркăмăллăх акцине хастар хутшăнаççĕ. Ырă ĕç тăвас кăмăллисене пурне те хаваспах йышăнатпăр. Библиотекăра хаçат-журнал кĕтесĕ те пур. Унта район хаçачĕсĕр пуçне республикăра тухса тăракан изданисем те чылай.
- Хăвăр ĕçĕр-хĕлĕр пирки мĕн калама пултаратăр? Вулавăш çумĕнче ветерансен "Шанчăк" клубĕ пурри сирĕн ĕçĕре пуянлатать çеç пек туйăнать.
- Çапла. Клуб 20 çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттеретпĕр. Хăнасем те вулавăша час-часах килеççĕ. Паллах, пирĕнпе çыхăну тытакансем тĕрлĕрен паллă çынсем: çыравçăсем, сăвăçсем... Тĕлпулусенче эпир калаçусем ирттеретпĕр, çĕнĕ кĕнеке килсенех ăна сỹтсе яватпăр. Ветерансем тĕлпулусене чĕннишĕн питĕ савăнаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Унсăр пуçне, республика шайĕнче иртекен конкурс-проектсене те яланах хутшăнатпăр. Тĕслĕхрен, 2016 çулта Йăлмахва ялĕнчи библиотекăра тăрăшакан Альбина Ефремова "Чи лайăх библиотекарь" ята тивĕçрĕ, кăçал та "Чи лайăх муниципаллă учреждени" номинацире палăрма пултартăмăр. Çĕнсе илнĕ сертификат вулавăша çĕнетме май парĕ.
- Инна Петровна, калаçушăн пысăк тав. Сире пурсăра та ĕçре ăнăçу сунатăп, малашне те çитĕнỹсем туса пымалла пултăр.
А.ИСАЕВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"