03 марта 2017 г.
Февралĕн 27-28-мĕшĕсенче Сочи хулинче инвестици форумĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин делегацийĕ те пулнă.
Форумăн пĕрремĕш кунĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин "Бюджетсен хутшăнăвĕсем. Пĕртанлăх шыраса" секцийĕн ĕçне хутшăннă. Унта бюджетсен хутшăнăвĕсене лайăхлатас ыйтусемпе РФ Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак, РФ финанс министрĕ Антон Силуанов, Шутлав палатин председателĕ Татьяна Голикова тухса калаçнă. Секци хăйĕн ĕçне вĕçленĕ хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çапла палăртнă: "Паян эпĕ федерацин регионсене панă полномочийĕсене пурнăçлама тĕрĕс укçа уйăрни çинчен илтмерĕм. Мускавран çавсем валли укçа илмесен пирĕн тăкаксене республика бюджетĕнчен саплаштарма тивет. Ман шутпа, федераци полномочийĕсем валли 100 проценчĕпех федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалла".
Форумăн пĕрлехи "Раççей регионĕсене хывакан инвестицисем, регион политикин тĕп ыйтăвĕсем" ларăвне РФ Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Вăл палăртнă тăрăх - Раççей тĕнче экономикинчи çивĕчлĕх çуратнă кризис пулăмĕсене ăнăçлă тỹссе ирттернĕ, шалти пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕ чакма пăрахнă. Правительствăн паянхи тĕп тĕллевĕ - 2025 çулччен макроэкономика тата налук системин тăнăçлăхне тивĕçтересси.
Инвестици форумĕнче Чăваш Республикин Правительствипе "БТК групп" компани хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне Михаил Игнатьевпа "БТК групп" генеральнăй директорĕ Георгий Драчев алă пусса çирĕплетнĕ. Ертỹçĕсем Чăваш Ен территорийĕнче çăмăл промышленноçа аталантарма инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕн сỹтсе явнă.
Форумра Чăваш Ен делегацийĕ Римри Никколо Кузано ячĕллĕ телематика университечĕпе республикăра вăрлăх çитĕнтерекен селекци центрне уçассипе çыхăннă калаçусене малалла тăснă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче теплица комплексĕ тăвас килĕшĕве алă пуснă.
Сочире Чăваш Ен ытти регионсемпе тытакан хутшăнусене çирĕплетекен килĕшỹсем те тунă. Саратов тата Чулхула облаçĕсемпе те промышленноç, АПК, суту-илỹпе строительство, сывлăх сыхлавĕ, вĕренỹ, культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"