28 февраля 2017 г.
Нарăсăн 21-мĕшĕнче Шурут вăтам шкулĕнче "ФГОСа куçнă май чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ мелсемпе килĕшỹллĕн вĕрентесси" темăпа регион шайĕнчи семинар иртрĕ.
Унта районти тата Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕн шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах Шурут вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Н.Тарасова тата А.В. Лукина йĕркеленĕ "Литературăллă Каçал ен" литературăпа музыка композицине кăтартрĕç.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Комсомольски районне туса хунăранпа кăçал 78 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ уявра тăван ен историне, паллă çынсене аса илмесĕр хăвармарĕç. Хамăр ентешĕмĕрсен В.Туркайăн, В.Шемекеевăн, Л.Таллеровăн, Г.Чаржовăн, Х.Агиверĕн тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене ачасем çав тери ăста вуларĕç, хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Тĕлпулура районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи С.Г.Индюкова тухса калаçрĕ, презентаципе паллаштарчĕ.
Вĕрентекенсем тĕрлĕ районсемпе туслă çыхăнусем тытса ĕçлĕ канашлусем ирттерни, паллă вырăнсене экскурсие тухса çỹрени, уяв каçĕсене хутшăнни кăмăл-туйăма хăпартлантарать, ĕçре вăй-хал кỹрет.
Çĕпрел районĕн Çĕнĕ Упи тĕп шкулĕнче тата Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулĕнче ĕçлекен Людмила Ярухина тата Галина Сандиярова хăйсен ĕçĕнче усă куракан çĕнĕ йышши вĕренỹ меслечĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем Тутарстанра анлă сарăлнă Сингапурти вĕренỹ методики вĕренекенсене шухăшлама, кăсăклă ыйтусене татса пама вĕрентнине палăртса хăварчĕç.
Шурут вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.В.Лукина Петĕр Хусанкай поэзийĕн асамлă çутти 21-мĕш ĕмĕрте татах та ытларах ялкăшнине, вăл чăваш халăхĕшĕн вырăссен Пушкинĕпе танлашнине палăртса хăварчĕ.
- Хусанкая пĕлмесĕр, унăн пултарулăхне вĕренмесĕр хамăра чăн чăваш тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн-ха пирĕн, аслă вырăс халăхĕн уттипе танлашнă чăвашсен, Пушкин пултарулăхне 5-мĕш класранах тĕплĕн тишкерсе вĕрентнĕ евĕр, Хусанкайпа та паллаштармалла мар, - ыйтрĕ вĕрентекен.
Çапла, Петĕр Хусанкай пултарулăхне шкулта лирика енчен çеç тишкерни пулас ăрушăн çителĕксĕр, мĕншĕн тесен Хусанкай вăл - историк та, этнограф та, критик та, чĕлхеçĕ те, публицист та, тăлмачă та.
Асăннă семинарта вĕрентекенсем Петĕр Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тишкерчĕç.
А.ЛУКИНА,
Л.ТАРАСОВА.
Источник: "Каçал Ен"