28 февраля 2017 г.
Районта çуракине хатĕрленес ĕç вăй илсе пырать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çак кунсенче кирлĕ чухлĕ паха вăрлăх хатĕрлеççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, удобрени кỹрсе килеççĕ. Механизаторсем автомашинăсене, тракторсене тата акмалли, сỹремелли, лартмалли ытти техникăна уя тухма хатĕрлеççĕ. Пур çĕрте те ĕç кал-кал пырать.
- Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ĕçченĕсем палăртнине вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе тăрăшаççĕ. Кăçал çурхи ака ĕçĕсене 18017 гектар çинче пурнăçламалла. Паянхи куна 1-2 класлă 24295 центнер акмалли вăрлăх хатĕрленĕ, вăрлăхсен 84 проценчĕ кондициллĕ. Акана тухиччен пур вăрлăха та кондицие çитерме палăртнă. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ. Хуçалăхсем 615 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ, 890 тонна минераллă удобрени илсе килме килĕшỹсем çырнă. Хуçалăхсем çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе çитерес енĕпе те тăрăшуллă. Пурнăçламалли ĕçсене çуракине тухиччен вĕçлемелле, техникăна та кирлĕ пек хатĕрлемелле, март уйăхĕн варринче ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме тытăнатпăр та. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа çураки ирттерме хатĕр пуласчĕ, - пĕлтерчĕ лару-тăрупа паллаштарса район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"