АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци телевиденийĕ - Триколор ТВпа

28 февраля 2017 г.

Чăваш Республикин Наци телевиденине кабель сечĕпе тỹлевсĕр кăтартмалли каналсен йышне кĕртнĕ.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Мускаври ятарлă комисси Атăлçи федераци округĕнче тỹлевсĕр пăхма пултаракан каналсене палăртнă. Конкурса регионсенчи пурĕ 32 канал хутшăннă. Чăваш Енрен 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн икĕ телеканал тупăшнă - Наци телевиденийĕ тата "Телеканал 21 плюс". Комисси членĕсем 21-мĕш кнопкăна йышăнакан каналăн хăйĕн контенчĕ 75 процентран кая мар пулмаллине шута илнĕ. Наци телевиденине республикăра пурăнакансем çурринчен кая мар пăхаççĕ. Çакă вара чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех наци телевиденийĕн эфирĕнче кулленхи хыпарсен тата наци чĕлхин программисем пуррине, ача-пăчасен, çамрăксен вĕренỹ программисен йышĕ çулсеренех ỹссе пынине те пысăк хак панă. Тĕрлĕ программăсем Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрма ĕлкĕрни те пысăк çитĕнỹ. Акă, тĕслĕхрен, Шупашкарти ача-пăчасен "Куча-мала!" медиа-центрĕн фильмĕ Пĕтĕм Раççейри "Киношка" фестиваль Гран-прине тивĕçнĕ. "Туслăх" социаллă ролик - Пĕтĕм Раççейри "Зеркало будущего" фестиваль çĕнтерỹçи. Çамрăк куракансем кăмăллакан "Бухты-барахты" проект Пĕтĕм халăхсен "Свет миру" VI фестивалĕн призерĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ çитĕнỹсем конкурсра çĕнтерме май панă та.

Наци телевиденине çывăх вăхăтра, ака уйăхĕнчен кая юлмасăр 21-мĕш кнопка çумне çирĕплетмелле. Кун пирки пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла пĕлтернĕччĕ: "Наци телекуравĕн программисене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ".

Çитес вăхăтра Триколор ТВпа наци телевиденийĕн программисене курса савăнăпăр. Çакă пуриншĕн те пысăк парне пулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика