АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунарçăсене парне - лицензи

22 февраля 2017 г.

Районта маттур та ăста сунарçă чылай. Çакна вĕсем кăçал Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн йĕркеленĕ ăмăртура тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Кăçалхи ăмăртăва, ăна февралĕн 18-мĕшĕнче йĕркелерĕç, Комсомольски район сунарçисем виçĕ командăпа хутшăнчĕç.

Районсем хушшинче иртекен ăмăртăва хутшăнакансене Канаш хула администрацийĕн представителĕ, сунарçăсен обществин председателĕ Н.И.Краснов саламларĕ, хĕрỹ тупăшура ăнăçу сунчĕ.

Сунарçăсем йĕлтĕрпе чупассипе, винтовкăран тĕл перессипе тупăшрĕç. Канаш тата Йĕпреç районĕсен командисемпе вăй виçме çăмăлах пулмарĕ пулин те, Каçалсем вĕсене çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш çул вĕсем чи лайăххисем! Александр Шуряшкин, Роман Воробьев, Александр Павлов тата Юрий Тетмуков сунарçăсем чăннипех те пултаруллă. Вĕсем - ăмăрту лидерĕсем. Туслă команда хир сыснисем тытма лицензи выляса илчĕ. Сунарçăсене парнесемпе, медальсемпе чысларĕç. Çакă питĕ пысăк çитĕнỹ. Вĕсем чăннипех те маттур!

Александр Шуряшкин охотовед пурне те çĕнтерỹпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕ. Малашнехи ăмăртусенче пĕр йышпа тупăшса çĕнтерỹ патне ăнтăлмаллине палăртса хăварчĕ.

Çакăнта вара уйрăммăн палăртни вырăнлă пулĕ. Канаш районĕнче йĕркеленĕ ăмăрту чăн уява çаврăнчĕ: сунарçăсене, хăнасене апатланма та, чей ĕçме те майсем туса панă. Тавах пурне те.

А.АБЛАМСКИЙ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика