22 февраля 2017 г.
"Çăварнире хĕллепе çуркунне тĕл пулать", - теççĕ халăхра. Çак каларăша нарăсăн 19-мĕшĕ, вырсарникун, чăннипех çирĕплетрĕ: малтанах тỹпене катаран хăпарнă кăтра пĕлĕт сырса çил ачи çавăрттарчĕ. Каярах вара, ырра систерсе, сар хĕвелĕ вăрттăн куç хĕсме пăхрĕ, часах хăй те ăшшăн йăл кулса ячĕ. Луцки салинчи Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркỹ умĕнчи лапамра Çăварни уявĕ пуçланчĕ.
Вырсарни службинчен тухакан халăха хаваслă кĕвĕ кĕтсе илчĕ, кăмăла çĕклентерсе сăн-пите йăл-кулă парнелерĕ. Кунта мĕн чухлĕ халăх?! Таврари ялсенчен пуçтарăннă çынсене асăннă чиркỹ настоятелĕ Сергий иерей саламларĕ:
- Çитес вырсарникун, февралĕн 26-мĕшĕнче, кĕçĕн çăварни пулать. Православи тĕнĕнче пĕр-пĕринчен каçару ыйтас ырă йăла пур. Вăл çулталăкра пĕрре, аслă типпе кĕрес умĕн пĕр кун маларах, пулать. Çав ятпа сиртен кашнинчен вăхăчĕ çитичченех каçару ыйтатăп, Çăварни ячĕпе саламлатăп. Чиркĕве хуйхă-суйхăра çеç мар, савăнăçра та килсе çỹрĕр, пирĕн алăксем яланах уçă, - терĕ таса атте.
Капăрлатнă утсем çинчи шăнкăравăн тата ача-пăча сасси уява чун кĕртрĕ. Тăвай районĕнчен килсе çитнĕ хăнасен юрри-ташши майăн урасем хăйсемех тапăртатма пăхрĕç. Комсомольскинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем те айккинче юлмарĕç. Уяв ертỹçи Ольга Буслаева часах вăйăсем пуçланнине пĕлтерчĕ. Малтанах аслă çулсенчи çынсемпе ачасем михĕ тăхăнса чупрĕç. Савăнăçлă шăв-шав, кулни... Çав вăхăтрах арçынсем кире пуканĕ çĕклерĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне Денис Соколов тивĕçрĕ. Вăл кире пуканне 37 хутчен çĕклесе парне илме пултарчĕ. Александровкăпа Луцки командисем канат туртса ăмăртрĕç. Александровкăсем харсăр та иккен!
Михĕпе çапăçса ачасенчен Милана Ванюркина, хĕрарăмсенчен Вера Курицына тата арçынсем хушшинче Александр Самаркин çĕнтерчĕç. Вĕсене кашнине асăнмалăх парнесем пачĕç.
- Çăварни уявне ирттересси тăван тăрăхăмăрта ырă йăлана кĕрсе юлмалла пултăрччĕ. Ăна пирĕн ачасем кăна мар, мăнуксем те асра тытчăр. Уяв пуçаруçине, Сергий аттене, çынсене ырă туйăм парнелеме пултарнишĕн чунтан тав тăватăп, - терĕ Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова. Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ Сергей Скворцов Çăварни уявне ирттерме пулăшнă ертỹçĕсене тав сăмахĕ каларĕ, Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"