22 февраля 2017 г.
Раççей почти "Чи лайăх çыру урокĕ - 2017" Пĕтĕм Раççейри конкурс 15-мĕш хут иртессе хыпарлать. Кăçалхи çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă май, районти вĕрентекенсемпе шкул ачисене "Из глубины веков. Истории и легенды моей семьи", "Рецепты счастливой семьи" ("Телейлĕ çемье рецепчĕ") номинацисем уйрăмах кăсăк пулассăн туйăнать.
Экологи çулĕ учительсемпе шкул ачисене виçĕ çĕнĕ номинаци сĕннĕ. РФ çутçанталăка сыхлас енĕпе тăрăшакан министерство "Раççейри çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе эпĕ мĕн тăватăп?" ("Что я делаю, чтобы сохранить природу России?"); "Русское географическое общество - "Письмо в 2017 год: какой будет природа в России через 100 лет?", амур тигрĕн популяцине сыхлас тата тĕпчес енĕпе ĕçлекен центр "У меня дома живет амурский тигр" номинаци учредителĕ пулса тăчĕ.
Çулсерен иртекен конкурсри тепĕр çĕнĕ номинаци - ку вăл "Эпĕ ООН Генеральнăй секретарĕн çĕнĕ советникĕ пулнă пулсан..." ("Вообрази, что ты советник нового Генерального секретаря ООН. Какую глобальную проблему ты помог(-ла) бы решить в первую очередь? Какой бы совет ты дал(-а), чтобы он справился с его решением?"). Палăртнă номинацисемпе хатĕрленĕ ĕçсене 2017 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи пултаруллă çыру авторĕсене юпа уйăхĕнче палăртĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем кĕтеççĕ, номинаци учредителĕсемпе конкурс партнерĕсем хаклă парнесем парса чыслĕç.
Источник: "Каçал Ен"