АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье - пурнăç ăшши

22 февраля 2017 г.

 "Атте-аннерен хакли никам та çук", - тесе каланă ваттисем. Ку чăннипех те çапла, çывăх çынсем çумра пулнăран эпир телейлĕ. Атте-аннене упрасчĕ, хисеплесчĕ ĕмĕрех. Эпир вĕсен умĕнче татса пĕтерейми парăмра.

Февралĕн 14-мĕшĕнче Йăлмахвари ял библиотекинче Амăшĕпе Ашшĕн тата Экологи çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр.

Йăлмахва ялĕнче нумай ачаллă çемье сахал мар. Ольга Петровнăпа Иван Дмитриевич Дмитриевсем - 10 ача, Клавдия Ефремовнăпа Арсентий Васильевич Черновсем 9 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Елизавета Григорьевнăпа Анатолий Егорович Рыжовсем, Мираида Васильевнăпа Николай Кириллович Смирновсем, Ольга Герасимовнăпа Виталий Михайлович Яковлевсем 8 ачана тивĕçлĕ воспитани панă.

Уява пуçтарăннисене ветерансен совечĕн ертỹçи З.Н.Григорьева, Л.М.Абусева ветеран-вĕрентекен саламларĕç.

Йăлмахва пуçламăш шкулĕнче вĕренекенсем юрă-сăвă шăрантарса, тĕрлĕ ташăпа савăнтарчĕç.

А.ЕФРЕМОВА,

библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика